Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Эрне лăпкă пуçланать, улшăнусем сайра

Çӗнӗ проект пуçлама меллӗ вăхăт, анчах малтан тӗплӗн хатӗрленмелле, халапри пек хăйне хăй пулать тесе шанмалла мар. Ӗçлӗ çулçӳревре чăрмавсем сиксе тухаççӗ.

ТАКА 21.III – 20.IV 

Творчество проекчӗсемпе ӗçлеме май пулать çак кунсенче. Ӗçпе кирлӗ çынсем çине тухатăр. Эрне вӗçӗнче амбицисене пула ӗçтешӗрсемпе хăвăра урăхларах тыткалама пуçлатăр. 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Тунтикунранах хăвăрта вăй вӗресе тăнине туятăр. Çакна пулах сирӗнте куçаруçă вăранать. Эрне варринче ӗçре çитӗнӳ тума шанăç пулать, хăвăрт йышăну тума пӗлмелле кун пек чух. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Идейăсемпе, мал ӗмӗтлӗ шухăшсем пӗр-пӗринпе ылмашăнни халь сире карьера тума май парать. Эрнери пулăмсем кӗтмен тӗлпулусемпе, çӗннине пӗлнипе пуян пулаççӗ. 

РАК 22.VI – 22.VII 

Ку эрнере çемье хакне нихçанхинчен çӳле хуратăр, килте эсир пӗр-пӗрне шанассине, пулăшассине хаклатăр. Ӗçре хăвăр пуçаруллăрах пулсан ӳссех пыратăр. Эсир халь сывлăх енчен те, эмоцисемпе те питӗ çирӗп. 

АРĂСЛАН 2.VII – 22.VIII 

Тунтикунах Уйăх хăвачӗ сире творчество эксперименчӗсем лартма хӗтӗртӗ. Çăлтăрсем пулăшсан ӗçре хăвăрăн амбицисене пурнăçлама пултаратăр. Харкам пурнăçра туйăмсем хӗрӳ, савăнăçлă тӗлпулусем нумай, оптимизм пуçланă проектсене ăнăçлăн малалла илсе пыма пулăшать.

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Хăвăрăн хăтланăвăрсене, шухăш-кăмăлăра тишкерни тӗрӗс пӗтӗмлетӳ тума пулăшать.Эсир аналитик пек шухăшлама пӗлни кăткăс лару-тăрăва кӗске вăхăтрах йӗркене кӗртме май парать, ӗçре те, пурнăçра та çаплах.

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Тунтикунранах карьерăра, харпăр интерессенче çăмăллăнах килӗшӳ тупма май килет. Çакă çынсемпе хутшăннă чух пулăшӗ сире. Эсир илӗртӳллӗ, çынпа кăмăллăн калаçма пӗлнине таврари çынсене килӗшӗ. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Куллен улшăнусем пулаççӗ, вӗсене пулах пурнăç çине урăх куçпа пăхма тытăнатăр. Ӗçре çитӗнӳ тăвас тесен теветкелленме хăрамалла мар, çирӗп кăмăлăра кăтартмалла. Çӗнӗ çынсемпе паллашатăр, карьерăра улшăнусем пулаççӗ.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Эрне тăршшӗпех пӗлӗвӗре ӳстерме, тавракурăма анлăлатма тăрăшатăр, кӗçех çакă карьерăра ӳсме пулăшӗ. Сирӗн оптимизм, вăй-хăват интереслӗ çынсене сирӗн пата туртӗ. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Нумай вăхăта тăсăлакан проектсене пуçăнмалла çак кунсенче, анчах малтан кашни вак-тӗвеке тӗплӗн шутламалла. Ӗçре яваплăх хушăнать. Çавăнпа сирӗн тимлӗхе ӳстермелле. Çывăх çынсемпе пӗр-пӗрне ăнланатăр, пулăшатăр. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Ку эрне творчество хавхаланăвӗпе иртет. Ыйтусене татса панă чух йăлари меслетсемпе мар, çӗнӗлӗхсемпе усă  куратăр, уйрăмах коллективпа ӗçлекенсемшӗн çакă пӗлтерӗшлӗ пулӗ. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Ку эрнере ӗмӗтленни, интуици вăйлă аталанни çитӗнӳ тума май параççӗ. Профессири çӗнӗ йӗркесем малашлăхăр çине витӗм кӳрӗç, хăвăрăн шалти сасса илтме пӗлӗр çеç. Халь сирӗн финанс ыйтăвӗсене татса парассипе ытларах ӗçлемелле. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп