Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрне мӗнпе савăнтарать?

ЙӖКӖРЕШСЕН ку эрнере шутлани пурнăçланать, çитӗнӳ кӗтет. ШЫВТĂКАНСЕМ хавхаланса çӗнӗ ӗçе кӳлӗнмелле...

ТАКА 21.III-20.IV

Яваплăрах пулмалла, ӗç кунӗ вӗçленичченех киле кайма васкамалла мар. Ӗç йӗркине улăштармалла мар, кулленхи пек ирттермелле. Юнкун тăрăшуллăрах пулсан эсир пултаруллине, маттуррине пурте курӗç. Эрнекун харкам пурнăçра шанăç пӗтӗ. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Эрне пуçламăшӗнче сиксе тухнă пăтăрмаха юлташăрсемпе, тăванăрсем, «кирлӗ çыхăнусем» пулăшнипе çеç ирттерсе ярайăр. Пурнăçăра кăткăслатас темесен хăвăра пуринчен ăслă пек тыткалама юрамасть. Юнкунпа кӗçнерникун ӗçӗрте çитӗнӳ тума ăнăçлă. Эрнекун лару-тăру лайăх енне улшăнать, ӗçӗрте те, çемйӗрте те.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Ку эрнере эсир шутланисем пурнăçланаççӗ, сире çитӗнӳ кӗтет. Творчествăпа çыхăннă планăрсем кун кураççӗ, пархатарлă ӗçӗре тивӗçлипе асăрхаççӗ. Ăнăçу сукмакӗ çине тухнине çак эрнере туллин туйса илетӗр. Пысăк тупăш илетӗр. 

РАК 22.VI-22.VII 

Сирӗн запас хăварнă япаласемпе усă курма тивет. Мӗн пирки сăмах пырать? Вăхăт кăтартӗ. Халь сирӗн çанă тавăрсах ӗçлемелле, ӳкӗнмӗр — çакă творчествăпа çыхăннă шухăшăрсене реализацилеме пулăшӗ. Канмалли кунсем çывхарнă май хӗвӗшӳ лăпланать, эсир юратнă çыннăрсемпе чăнах та канса вăй пухатăр.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Хăвăра чикӗрен иртсе шанни ырри патне илсе çитермест. Вăй çитерейми пысăк проектсене ан кӳлӗнӗр. Пӗли-пӗлми çынсене хăвăр çинчен пит нумай каласа памалла мар, хăвăра сăпайлă тыткалăр. Таврари çынсем калаçнине ытларах тимлӗр. Çемйӗрте лăпкă, хутшăнусем тăнăç. 

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Ку эрнере тупăш ӳстересси пирки шутламалла: е хушма ӗç тупмалла е çӗнӗ ӗçе куçмалла. Çак енӗпе юлташăрсем пулăшӗç. Халь сирӗн пӗччен пулмалла мар, пӗрмай çынсем çине тухмалла. Çăлтăрсем планăрсене ытла тӳрлетме хушмаççӗ, пурпӗрех кам-тăр сирӗнтен ирттерет, кам-тăр çитеймест. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Карьера пусмипе сиксе улăхиччен ума тӗллев лартмалла. Эрне пуçламăшӗнчи ӗçлӗ калаçусем тупăш кӳреççӗ. Эрнекун тарăхмалли тупăнать, анчах эсир лăпкă пулма тăрăшăр. Канмалли кунсенче çак лару-тăру çине урăх куçпа пăхатăр, ыйтăва эмоцисемсӗр татса паратăр.

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Ку эрне харкам пурнăçшăн та, ӗçшӗн те меллӗ. Кирлӗ çынсемпе çыхăну тытма та меллӗ вăхăт. Юнкун тахçантанпа кӗтекен хыпар илсе савăнатăр, вăл сире шанăç парнелӗ. Ытларах канма тăрăшăр, юратнă çыннăрпа пӗрле пулăр. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Ӗçтешӗрсемпе çыхăнусене çирӗплетӗр. Эрнен пӗрремӗш çурринче пӗр хăвăра çеç шанмалла — ыттисем йăнăшӗç, сăмахне тытмӗç, ăмсанса ура хурӗç. Кӗçнерникун сире ырă хыпарсем кӗтеççӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Ӗмӗтӗрсем çӗр çинчен пит инçе илсе кайӗç. Эсир вӗсене чăнах та пурнăçласшăн-и? Е ӗмӗтленнипех çырлахатăр, ӗçне тума ӳркенетӗр-çке? Эрне вӗçӗнче пулса иртекен ӗçсем эсир çитменлӗхсене çӗнтерме пултарасса ӗнентереççӗ. Канмалли кунсенче çывăх çыннăрсемпе пӗрер çӗре çитсе килӗр. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Хавхаланса çӗнӗ ӗçе кӳлӗнмелле, çак эрнере пурнăçлакан ӗçсем сире ăс-хакăл енчен аталанма пулăшаççӗ. Пуçаруллă пулни тупăш илме пулăшать. Шăматкун çӗнӗ çынпа паллашатăр унран малашлăхпа çыхăннине нумай пӗлӗр. 

ПУЛĂСЕМ 20.II — 20.III

Тата кăшт вăй хурсан пӗтӗм йывăрлăха çӗнтереетӗр. Енчен те эсир ӗç вырăнне улăштарасшăн, ан иккӗленӗр, улăштарăр. Интереслӗ проектсем те сӗнеççӗ хăвăра. Çемйӗрте утияла хăвăр çине ан туртăр.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп