Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп

Хĕрсем ку эрнере шалти сассăра нихăçанхинчен ытларах шанăр. Интуиципе пурăнсан нимӗн пирки те иккӗленме тивмест. Юратура йăлт аван, лăпкă. Савнийӗр кӗтмен парнепе савăнтарать. Ӗмӗтӗрсем пурте тулмаççӗ, çакăншăн кулянма кирлӗ мар.

 ТАКА 21.III-20.IV 

Кӗтмен сӗнӗве çийӗнчех йышăнни сирӗншӗн усăллă пулать. Хăвăра ытларах шанăр. Сирӗнтен чылайăшӗн пурнăçӗ лайăхланать. Пӗчченнисен интереслӗ çынсемпе паллашса мăшăрланас шанчăк пур. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Пурнăçăр асамат кӗперӗ пек нумай тӗслӗн выляса каять. Васкатман ӗçе хăвăрт вӗçлеме ан тăрăшăр – вăй-халăра перекетлӗр. Тӗп тӗллевсем çине пусăм тăвăр. Пӗчченнисен йӗркесӗр çынсемпе çыхланса каяс хăрушлăх пур. Асăрхануллă пулăр. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Сирӗнтен чылайăшӗ пурнăçне лайăхлатать: ӗç тупать (нумай ӗçлемелле, анчах тупăшӗ те сисӗнмеллех пысăк), тăванăрсене пулăшма май пулать, чуна çывăх çынпа паллашатăр. Тахçантанпах кӗтекен хыпара çак кунсенче илтетӗр.

РАК 22.VI-22.VII 

Питӗ ăнăçлă тапхăр, кăмăлăр çӗкленӳллӗ, пурнăçăр савăк. Шăнса пăсăлас хăрушлăх пур, çавăнпа çăлтăрсем кӗрхи çанталăкра хăвăра упрама хушаççӗ.  Мăшăрсенчен хутшăнусене татас шухăшлисем нумай пулаççӗ. Ан васкăр. Пӗр-пӗрне итлӗр, пӗр-пӗрне тимлӗр.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Хумханмалли, пăшăрханмалли тупăнсах тăрать çак кунсенче. Пысăк япала туяннă чух тăкаксене тӗплӗн шутлăр. Çула тухакансен маршрута темиçе хут пăхса тухмалла, кил-çурта хăтлăх кӗртнӗ чух та «пуç ватмалли» сахал мар. Çемьеллисен юратнă çыннипе ытларах вăхăт ирттермелле. Хăвăра чăнах та кирлӗ япалана  туянăр, кун пек чух перекетлемелле мар.

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Ку эрнере шалти сассăра нихăçанхинчен ытларах  шанăр. Интуиципе пурăнсан нимӗн пирки те иккӗленме тивмест. Юратура йăлт аван, лăпкă. Савнийӗр кӗтмен парнепе савăнтарать. Ӗмӗтӗрсем пурте тулмаççӗ, çакăншăн кулянма кирлӗ мар.

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Сирӗнтен хăшӗсем кӗтмен çӗртен тупăш илеççӗ. Укçа-тенке ăссăрла тăкакласа пӗтересрен асăрханăр. Халь сире юратнă çыннăрăн тӗревӗ кирлӗ, ан иккӗленӗр, пулăшатех вăл сире. Чунăр мӗн пирки вăрканине никама та ан калăр.

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Хăвăра лăпкă тытăр, эмоцисен авăрне лекесрен асăрханăр. Тӗрӗс апат йӗркине тытса тăрăр, таса шыв нумай ӗçӗр. Вăйран яракан ӗçсене пурнăçламалла мар. Йăнăшăрсене йышăнма вӗренӗр, çывăх çыннăрсенчен каçару ыйтма ан именӗр.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Ку эрнере пысăк япала туянас шанăç пулать: техника, сӗтел-пукан, автомобиль. Çул çинче асăрхануллă пулăр, правилăсене пăхăнăр. Юратнă çыннăр халь сирӗнпе ăшпиллӗ, çепӗç пулнипе савăнтарать. Çывăх çыннăрсен кăмăлне çӗклеме тăрăшăр, мӗншӗн тесен вӗсем халь халран кайнă. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Сывлăхăра лайăхрах тимлемелле сирӗн. Теветкелленсе пахалăхӗпе иккӗлентерекен апат-çимӗç туянма кирлӗ мар. Юратнă çыннăрпа хутшăнусем лайăхланаççӗ, калăн, юратăвăн çӗнӗ тапхăрӗ пуçланать. Халиччен сирӗнтен пытарса пурăннă вăрттăнлăхне уçса парӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Кирлӗ çынсемпе паллашас шанăç пысăк çак кунсенче. Çӗнӗ çыхăнусемпе тӗрӗс усă курса хăвăра кирлӗ пайта илетӗр. Ку тапхăрта тунсăхлама тӳр килмест. Пӗчченнисем мăшăр шырӗç. Сиен кӳрекен хутшăнусене  аталанма памалла мар.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Çак кунсенче мыскараллă лару-тăрăва лекнин сăлтавӗ тимсӗрлӗхре. Вак-тӗвеке пула пысăк укçа суммине çухатас хăрушлăх пур. Çакăншăнах çывăх çыннăрсемпе вăрçăнса каясран асăрханăр. Кӳренӳсене тытса тăмалла мар, чунăра уçма ан вăтанăр, сире ăнланманнишӗн хурланмалла мар. Пурпӗрех уççăн калаçни пулăшать, çакă сире кирлӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп