Эрнелӗх гороскоп
Ку эрнере ӗçре пӗр чӗлхе тупма йывӑрланать. Анчах ку пирӗн кăмăла хуçаймӗ – çемьере, романтикăллă хутшăнусенче хамăр ӗмӗтленнӗ пек – йăлт аван. Эрне вӗçӗнче пирӗнтен хăшӗсем награда илӗç, теприсем укçапа çыхăннă пысăк ыйтăва татса парӗç.
ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнере хӑнана чӗнсен каймалла: усӑллӑ паллашусем кӗтеççӗ сире, çӗнӗ, шанчӑклӑ туссем тупатăр. Юратнă çыннăрăн пуçӗнчи «тараканӗсене» хăвăрăннипе танлаштарса кăмăлăра, хутшăнусене ан пăсăр. Çак кунсенче ырă хыпар илетӗр.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Çăлтăрсем ку эрнере сирӗншӗн питӗ ӑнӑçлӑ вырнаçнă – чӑрсӑрланӑрах, нимӗнле чăрмав та сире ура хураймӗ. Пысăк япала туянма та, куçман пурлăх сутма-илме те меллӗ вăхăт. Эрнен иккӗмӗш çурринче ӗçлӗ тӗлпулусем нумай пулаççӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Туйӑмсен çавраçилӗ хуçаланать сирӗнпе, чи ӑслисем те пуçне çухатаççӗ: юратса пӑрахаççӗ, сăмах параççӗ – тытмаççӗ, теветкеллӗ ӗçсене хутшăнаççӗ. Çăлтăрсем сире асăрхануллăрах пулма хушаççӗ.
РАК 22.VI –22.VII
Ушкăнра пит кичеммисене те хаваслантарма пӗлнишӗн ӗçтешӗрсем хисеплеççӗ. Эсир чуна уçса ăшшăн калаçни çынна шанăç парнелет. Анчах ку эрнере эрех-сăраран тытăнса тăрăр – хăвăртан пурне те пистерес хăрушлăх пур.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Çак кунсенчи лару-тăруран йӗркеллӗ тухас тесен сирӗн ытти чухнехинчен тимлӗрех, хастартарах пулмалла. Çăлтăрсем хаклă япала, тум-юм туянма хушмаççӗ – пурпӗрех усă кураймăр.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Ку эрнере сирӗн мультфильмри Леопольд кушак пек пулмалла: пуринпе те туслă, ырă кăмăллă тытмалла хăвăра. Çакна курса çăлтăрсем сире бонуссемпе савăнтарӗç. Арçынсен ултавçăсенчен асăрханмалла.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Хӗрарăмсем ку эрнере пъедестал çинчи çӗнтерӳçӗ пек – хитре, илӗртӳллӗ, вăйпитти.Таçтан аякран курăнать çакă. Тахçанхи пӗлӗшӗпе тӗл пулсан арçынсен вăхăта усăллă ирттермелле, унччен кӳреннисене манмалла.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Эсир хăвăра вăйпитти туйни кулленхи пурнăçра питӗ пулăшать. Халь сирӗн нумайранпа тăсăлакан проектсене вӗçлессине тимлемелле. Арçынсемпе хӗрарăмсем çак кунсенче питӗ килӗштерсе, ăнланса ӗçлеççӗ.
УХĂÇĂ 23.XI –21.XII
Эрнипех ӗçпе бизнеса тимлессипе вăй хуратăр. Ӗçлӗ çулçӳревсем, килӗшӳсене алă пусасси, çӗнӗ партнерсем, проектсем, контрактсем йӗркелесси, тандемсем тытса пырасси – пур çӗре те ӗлкӗретӗр. Апла пулин те хăвăрăн стиль çинчен манмалла мар – лавккасене кӗрсе мӗн-тӗр çӗнни туянмалла.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Улшăнусене кӗтсе илме хатӗр пулăр, вӗсем çывăхрах. Çемьере килӗшӳ тытса тăрăр, малашне ăçта, кампа, мӗнлерех ӗçлесси хальхи улшăнусенчен килет. Коммерципе ӗçлекенсем кӗçех çителӗклӗ тупăш илме пуçлаççӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Çăмăл мар сире ку эрнене чăтса ирттерме, анчах тӳсмеллех. Çӗнӗ ӗçсем, нумая тăсăлакан проектсем пуçламасан çăмăлрах пулать. Инçе çула тухассинчен те тытăнса тăрăр. Ытти чухнехинчен тимлӗрех, асăрхануллăрах пулмалла.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Интереслӗ идейăсемпе, плансемпе илӗртеççӗ çăлтăрсем, анчах пурнăçлама пулăшмаççӗ. Тупăшӗ ӳснӗ май хӗрарăмсем чун пушаннине туяççӗ, арçынсен юнкунччен суранланасран асăрханмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев