Эрнелӗх гороскоп 18.05 – 24.05
Пурнӑçри кирек мӗнле улшӑнушӑн та аван тапхӑр. Çакăнпа усă курса хутшăнусене лайăхлатар. Ку эрне пирӗншӗн укçа-тенкӗ енчен тупӑш илме, карьера тума ăнăçлă пулать.
ТАКА 21.III – 20.IV
Пултарулăхăрпа пӗлсе усă курнипе коллективра авторитетăр ӳсет. Çак кунсенче е карьера пусмипе çӳлерех çӗкленетӗр, е пачах урăх тӗрлӗ ӗçе куçатăр. Çăлтăрсем ку эрнере эрех-сăра ӗçме хушмаççӗ.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ӗçтешӗрсемпе те, пуçлăхпа та хутшăнусем аван, çакăнпа усă курса кулленхи ыйтусене татса памалла. Эрнен иккӗмӗш çурринче уйрăмах хавхаланса ӗçлетӗр, çавăнпах çитӗнӗвӗ те хăвăртрах пулать. Сирӗн пӗр вырăнта тăмалла мар, çӗнӗ технологисемпе усă курса малалла каймалла.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Пурнăçăн пур сферинче те ăнăçу кӗтет сире. Пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса панă чух ăнать. Халь тахçан шутласа хунисене те пурнăçлама юрать ӗнтӗ. Çынсемпе тăтăш хутшăнмалла, çыхăнусене пур енлӗн тытса пымалла.
РАК 22.VI – 22.VII
Вăрманта, паркра уçăлса çӳрени е пикник йӗркелени кăмăлăра çӗклет. Пӗр тапхăр канса илсе хăвăрпа килӗшӳ тупма хушаççӗ çăлтăрсем. Ку эрнере хăнана кайма та, романтикăллă хутшăнусене аталантарма та лайăх вăхăт.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Çак кунсенче ытлă-çитлӗ пурăнассишӗн кӗрешме тивет. Эсир ăслă, вăй-халăр çителӗклӗ, апла ӗмӗтӗр пурнăçланать. Укçа-тенкӗпе çыхăннă ыйтусемпе ӗçленӗ чух тимлӗрех пулмалла.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Çӗнӗ пуçарусемпе ӗçлӗ паллашусем валли питӗ лайӑх тапхӑр. Халь пуçланă кирек мӗнле ӗç сирӗн пултарулăха çирӗплетекен кӑтарту пулса тăрӗ. Харкам хутшăнусене лайăхлатма тăрăшни харама каймасть.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Эрнен пӗрремӗш çурри йăлт юратупа çыхăннă: романтикăлла паллашусем, тӗлпулусем, çак вăхăтрах сывлăхăра тимлесси çине те çирӗп пăхăр. Эсир пултаруллă пулни ӗçре темӗнле йывăрлăхра та çухалса кайма памӗ, сире авторитет хушӗ.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Çемьере хутшăнусем питӗ лайăх, юратнă çыннăр «тата мӗн тумалла» тесе куçăртан çеç пăхса тăрӗ. Пӗтӗмӗшле илсен те пурнăç лайăхланнине асăрхатăр, çыхăнусем анлăланаççӗ, çирӗпленеççӗ.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Яланхи пекех, эсир тӗрлӗ-тӗрлӗ ӗçпе аппаланатăр – ӗçре те проектсем пур, çывăх çынсем те сирӗн сăмахăра кӗтеççӗ. Эрнипех кăткăс ыйтусене татса парассипе айланатăр, чăннипе эсир шутланинчен те лайăхрах пулса тухать. Сирӗнпе туслашас текенсемпе асăрхануллă пулăр, тен, вӗсем шулӗксем.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Пӗчченнисен çула тухсан паллашнă е инçетрен килнӗ хăнасенчен пӗринпе романтикăлла хутшăнусем пуçланаççӗ. Тен, ку шăпа пӳрнӗ çынах пулӗ, тимлӗрех пулăр унпа. Çӗнӗ проекта пуçăниччен сумлă çынсемпе калаçса пăхăр – пулăшма хатӗр-и вӗсем сире?
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Эрнен пӗрремӗш çурринче куçман пурлӑха, ӗç пӳлӗмне лайӑхлатма вӑхӑт тупмалла. Тен, кăшт юсамалла е сӗтел-пукана вырăнтан вырăна куçармалла. Кӗçнерникунтан юлташăрсемпе вăрçăнассинчен асăрхаттараççӗ çăлтăрсем.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Пӗчченнисен çемье çавăрма лайăх вăхăт. Халь мăшăрланакансен çемйи çирӗп пулӗ, хутшăнура романтика нумай çула сыхланса юлӗ. Ку эрнере имидж çӗнетнине таврари çынсем ырласа йышăнӗç. Карьера пусмипе улăхакансене эрнипех ăнать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев