Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп 30.03 – 05.04

Тӑкаксем ӳсесси куçкӗрет, анчах кӗтмен çӗртен енчӗке укçа кӗни (тен, преми парӗç, усламçăсен ытларах тупăш илме май килӗ-и?) бюджета çăлса хăварать. Палламан е япăх пӗлекен çынсемпе вăрçăнса каяс хăрушлăх пуррине систереççӗ çăлтăрсем.

ТАКА 21.III – 20.IV

Кӗçех сирӗн ӑс-хакӑлпа пултарулӑхăра кăтартма май пулать – конкурссене хутшăнса çӗнтерме, тупӑшура мала тухма ансат. Тăванӑрсемпе хăвăра тӳрккес ан тытăр. Иккӗленӳллӗ проектсене пуçăнсан авторитетăра та, енчӗкӗре те çухататăр. 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Куллен тăвакан ӗçсем савăнăç кӳ­меççӗ-тӗк, ытларах ӗçлесе пысăкрах çитӗнӳ тăвасшăн-тăк, чун выртакан ӗçе куçмалла. Хушма пӗлӳ илни шанăçа ӳстерӗ. Ӗçӗре лайăх пӗлетӗр пулсан та инструкцие çирӗп пăхăнăр. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI

Интуиципе тӗрӗс шутласа ӗçлени ку эрнере хăйӗн çимӗçне парать – эсир тăвакан йышăнусем питӗ ăнăçлă. Кӗçнерникун витӗм кӳме пултаракан çынпа çыхăнатăр. Пуçлăхăр умӗнче хăвăрăн интерессене хӳтӗлеме тивет.

РАК 22.VI – 22.VII 

Ку эрнере пуçланă юсава вӗçлеме те, тирпей-илем кӗртме те меллӗ кунсем. Ӗçре манӑçа тухнӑ хӑнӑхусене аса илме тивет, ку енӗпе хăюллăнах хăвăрăн идейăсене сӗнӗр. Çитменнине, ӗçӗрте халь лидер пулма юрăхлă çын кирлӗ.

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII

Çӗнӗ çулсем шырама вăхăт çитнӗ. Халиччен усă курнă меслетсем хăйсене тӳрре кăлараймаççӗ. Эрне варринче пысăк япала туянни ăнăçлă пулать. Пилӗкӗре упрамалла, питӗ сисӗмлӗ вăл халь.

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Çак кунсенче сирӗнтен идейăсем пӗрин хыççăн тепри сике-сике тухаççӗ. Эрне пуçламăшӗнчи шухăшсене пурнăçлама ансат. Тимлӗ ӗçлекенсене ăнăçу кӗтет. Çак кунсенче пуçлăхпа шалăва ӳстересси пирки калаçни усăллă.

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Пулса иртекен пулăмсене васкатма кирлӗ мар, пыччăрах хăйсен еккипе. Ӗçре нимӗнле улшăнусем те çук, пӗлтерӗшлӗ утăм тăвиччен вăй пухаççӗ тейӗн. Финанс ыйтăвӗсемпе пысăк йышăну тăвассине урăх вăхăта куçармалла.   

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Пӗр-пӗринпе хирӗçсе кайнисене мирлештермелли вăхăт сирӗн. Ӗçленӗ май плансене улăштарсах тăмалла ку эрнере, лару-тăру çапла хушать. Укçа-тенкӗ илетӗр, анчах эсир ăна пачах урăх çӗртен кӗтеттӗрччӗ. 

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Çула тухма меллӗ вăхăт, кӗске çул­çӳрев те ăнăçлă пулать. Ӗçре халиччен пурнăçлама май килмен проектсем те çăмăллăнах «хускалаççӗ». Укçа-тенкӗ пӗр вырăнта тăмасть – килет-каять пӗр чарăнми. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Ку таранччен татăлнă, çухалнă çы­хăнусене сыпăнтарассипе ирттеретӗр эрнене. Юнкун тахçантанпа пыракан çурт-йӗр ыйтăвне татса паратăр. Ӗçлӗ калаçусем йӗркелесе ирттеретӗр, хутпа нумай вăхăт ирттерме тивет. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II

Кулленхи пурнăçра ӗçлӗ, тирпейлӗ пулнипе таврари çынсене тӗлӗнтеретӗр. Çакăн пек чух усă курман, кивӗ япаласене кăларса пăрахма та юрать. Пӗччен ӗçлеме хăнăхнă пулсан та ӗçре командăпа пулмалла. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Эрне пуçламăшӗнчех çыпăçуллă, тимлӗ пулни кирлӗ. Ыттисене пулăшса хăвăра мӗн кирлине лайăхрах ăнланма пуçлатăр. Ӗçтешӗрсене пӗр-пӗринпе хутшăнма пулăшатăр. Тунтикун-ытларикун леçнӗ документсем хуравпа хăвăрт таврăнаççӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп