Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Пулăсемшӗн эрнен иккӗмӗш çурри ăнăçлă пулать

Çитес эрнене гороскоп 16.01 – 22.01

ТАКА 21.III-20.IV

Ку эрнере ума лартнă тӗллевсене пурнăçланасси пулмасть, çине тăни чăрмав кăна кӳрет. Тапхăрăн пӗрремӗш çурринче юратнă çыннăрпа хутшăнусем çыпçăнмаççӗ, эсир мирлешме тăрăшни те кăлăхах. Çăлтăрсем эрнен иккӗмӗш çурринче пӗччен юлса пулни-иртнине пуç тавра çавăрса шутлама хушаççӗ. Ку лару-тăрăва лайăхлатмалла.

ВĂКĂР 21.IV-20.V

Сывлăхăра тимлӗх уйăрма вăхăт: васкавлă ӗçсем, пӗрмайхи тăрмашу ывăнтарнă сире. Канмалла, тăраниччен çывăрмалла вăй-хал пухма. Эрнен иккӗмӗш çурри, уйрăмах канмалли кунсем, савăнăçлă иртеççӗ, хăвăра лайăх туятăр. Тусăрсемпе, хăвăрпа пӗр шухăшлисемпе вăхăта ирттерӗр. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

 Çемьеллисен çак кунсенче ачисемшӗн хумханма тивет. Сирӗн сӗнӳсене, канашсене ача хапăл туса йышăнманни кăмăлăра хуçать. Юратса пăрахнисемшӗн те ку тапхăра ансат тееймӗн. Эрнен иккӗмӗш çурри ăнăçлă. Шутланисем хăйсене хăйсемех пурнăçланаççӗ.

РАК 22.VI-22.VII

Эрнен пӗрремӗш çурринче килӗрте ӗç «вӗресе» тăрать. Мăшăрăрпа çивӗч ыйтусене сӳтсе явмалла мар. Çапла çемьере аслисемпе кӗçӗннисем пӗр-пӗрне ăнланманни те курăнӗ. Çăлтăрсем халь хăна-вӗрле пухма та, хăнана кайма та сӗнмеççӗ.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Эрнен пӗрремӗш çурринче хăвăра япăх туятăр. Çавăнпа профилактика мерисене йышăнмалла, ăшăрах тумланмалла. Эрнен иккӗмӗш çурринче юратнă çыннăрпа пӗр-пӗрне ăнланманни куçкӗрет. Канмалли кунсенче косметика процедурисем ирттерни усăллă пулӗ.

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Тапхăр пуçламăшӗнче укçа-тенке пӗлсе тăкакламалла. Пӗчӗк ачаллисен тетте лавккисене катаран пăрăнса иртмелле. Мăшăрăрпа укçа-тенкӗ ытăвӗсене сӳтсе явма хушмаççӗ çăлтăрсем. Астаракан вăйăсене хутшăнма та юрамасть. Эрне ырăпа вӗçленет.

ТАРАСА 23.IX-23.X

Эрне пуçламăшӗнче хваттере тӗплӗн тирпейлесе тасатма та юсав ӗçӗсене пуçлама та тăхтамалла – çемьере хирӗçӳ тухас хăрушлăх пур. Эрнен иккӗмӗш çурри самай лăпкă иртет, кил-çуртăра тирпейлеме питӗ меллӗ вăхăт. Ачăрсемпе зоопарка тухма е пӗр-пӗр чӗрчун туянма лайăх.  

СКОРПИОН 24.X-22.XI

Тапхăрăн пӗрремӗш кунӗсенчех çынсемпе калаçнă чух мӗншӗн-тӗр вăтанатăр. Сирӗн çинчен çӳрекен усал сăмахсем хăлхăра кӗни кулянтарӗ. Çак вăхăтра çынсемпе паллашма, çула тухма сӗнмеççӗ çăлтăрсем. Пӗлтерӗшлӗ тӗлпулусене эрнен иккӗмӗш çуррине палăртсан аванрах пулать. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Кӗçнерникунччен юлташăрсемпе тӗл пулса шавлама хушмаççӗ çăлтăрсем. Канма укçа кирлӗ, финанс лару-тăрăвӗ кăткăсрах сирӗн. Укçа кивçен пама та, парăма кӗме те кирлӗ мар халь. Ирӗклӗх енчӗкри укçапа тачă çыхăннине çак кунсенче нихăçанхинчен çивӗчрех ăнланса илетӗр. Эрне вӗçӗнче лару-тăру лайăхланать. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Эрнен малтанхи кунӗсенче йывăрлăхсем пулаççӗ. Пуçарăвăра çывăх çыннăрсем, тăванăрсем тӳрех ăнланмаççӗ. Хăвăртан аслăраххисемпе, сумлăраххисемпе калаçу сыпăнмасть. Эрнен иккӗмӗш çурринче çула тухни ăнăçлă. Çынсем сирӗнпе ăшпиллӗ пулаççӗ. Тӗлпулусене канмалли кунсене палăртни аван. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Кӗçнерникунччен хăвăра ирӗккӗн тыткалаймастăр, тен, ку чир-чӗрпе çыхăннă. Çаплах çак кунсенче йӗрке хуралçисемпе хутшăнусем пăсăласран асăрханăр. Руль умне ларсан çул-йӗр правилисене ан пăсăр. Эрнен иккӗмӗш çурринче укçа-тенкӗ енчӗкӗре кӗни кăмăлăра çӗклет.   

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Эрнен пӗрремӗш çурринче вăйран кайиччен спортпа аппаланмалла мар, çак кунсенче аманас хăрушлăх пысăк. Кил-çуртри техникăпа ӗçленӗ чух та асăрхануллă пулăр. Тусăрсемпе кӗреке хушшине ларма та, интернетра юлташланма та сӗнмеççӗ çăлтăрсем. Эрнен иккӗмӗш çурри ăнăçлă пулать. 

Владимир Васильев сăнӳкерчӗкӗ, «Татар-информ».

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев