Эрнен пӗрремӗш çурри ӗçлӗ тӗлпулупа калаçу йӗркелеме ăнăçлă
Эрнелӗх гороскоп 20.12 – 26.12
ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнере кӗтмен çӗртен инновацилле проекта хутшăнма, пӗрле ӗç пуçласси пирки сӗнӳ илме пултаратăр е ӗç вырăнне улăштарма шутлатăр. Йышăнăва тӗплӗ шутласа тăвăр. Сахал пӗлекен çынна ан шанăр, çемье е авторитетлă çын мӗн каланине шута илӗр. Эрнен иккӗмӗш çурринче усăллă çыхăну йӗркелеме май пулӗ. Юратура та ăнать.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ăнăçлă тапхăр. Уйрăмах хӗрсемпе хӗрарăмсем пурин тимлӗхӗнче пулӗç. Сирӗн илӗртӳлӗхе, пултарулăха тивӗçлипе хакласа йышăнӗç. Анчах ирӗлсе кайса хăвăра ан çухатăр. Арçынсене финанс сферинче ăнать, ӗç енӗпе интереслӗ сӗнӳсем пулӗç. Куçман пурлăх енӗпе çыхăннă ӗçре вара тимлӗ пулăр, улталас текенсем тупăнӗç. Тахçанах юратса пурăннă çын тинех сире асăрхӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрне девизӗ – лăпкăлăх, татах лăпкăлăх. Сире пурте тарăхтарӗ. Çавăнпа хирӗçтерекен, кăмăла пăсакан лару-тăруран пăрăнăр. Ӗçре хăвăршăн усăллă йышăну çулне шырăр. Укçа енчен пысăк улшăнăвах çук. Сӗтел-пукан, савăт-сапа туянни, аукциона хутшăнни ăнать. Пӗчченнисем тинех мăшăрлану çинчен шутлӗç.
РАК 22.VI – 22.VII
Ку эрне хуть мӗнле ӗçе пуçăнма та ăнăçлă. Хӗрсемпе хӗрарăмсене сюрпризсем кӗтеççӗ, арçынсене – ăнăçлă туяну, машина е хваттер туянасси таранччен. Вак-тӗвекшӗн ан кулянăр, чунри лăпкăлăх пӗлтерӗшлӗ. Ӗç пӗрре пăхма çеç кирлӗ пек туйăнӗ, тӗрӗссипе ним усси те пулмӗ. Юратура сире интереслӗ паллашу кӗтет.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ку эрнере сире нумай япала тӗлӗнтерӗ, ӗç те çителӗклӗ пулӗ. Эрнен пӗрремӗш çурри усăллă çыхăнусем йӗркелесе, тупăшлă контрактсем çырса иртӗ, иккӗмӗшӗ – пур енчен те ыр сăмах илтсе. Ӗç енӗпе шанчăклă тус тупатăр. Юратури хӗрӳ туйăмсем те савăнтарӗç.
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Ку эрнере шăпашăн чи пӗлтерӗшлӗ çынпа паллашма май пулӗ. Пурнăçра романтикăлла тапхăр пуçланать. Профессипе çыхăннă ӗçсем вăхăтлăха чарăнса ларӗç. Телее, ӗç вырăнӗнче ума пит яваплă задачăсем лартмӗç. Йӗркелӳçӗ пултарулăхӗ, характерпа лидер пулни мӗнпур ыйтăва ăнăçлă татса пама пулăшӗ.
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Тарасасене те харпăр пурнăçра ӗмӗтри тӗлпулу кӗтет. Ӗç-пуç епле аталанса пырасси хăвăртан килӗ. Романтикăлла хутшăнусенчен ан пăрăнăр. Çăлтăрсем хăш-пӗри качча тухма е авланма шутлассине систереççӗ. Ӗç енӗпе лайăх сӗнӳ илме пултаратăр, ку укçа-тенкӗ лару-тăрăвне çирӗплетме пулăшӗ.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Эрнен пӗрремӗш çурри ӗçлӗ тӗлпулупа калаçу йӗркелеме ăнăçлă. Хăвăра кирлӗ çынсене пуçтарма май тупатăр, калăпăр çӗнӗ проектпа паллаштарас тӗллевпе. Сире чаплă мероприятие чӗнме пултараççӗ, унта хăвăра чи лайăх енчен кăтартма пултаратăр. Кӗтмен тăкаксем пулӗç.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Çăлтăрсем сирӗн майсем вӗçӗмсӗр мар иккенне систереççӗ, çавăнпа хăвăра упрама, вăй-хала перекетлеме тăрăшăр. Отпуск илсе сывлăха çирӗплетсен те юрать. Тăвансем пур йышăнăвăра та ăнланса йышăнӗç. Эрне вӗçӗнче маларах тунă ӗçшӗн преми илме пултаратăр. Харпăр пурнăçра вăхăта ан васкатăр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ку эрне çӗннишӗн питӗ ăнăçлă. Вăл çӗнӗ япала туяннипе, паллашупа е усăллă çыхăну йӗркеленипе çыхăнма пултарать. Харпăр илӗртӳлӗх çӳллӗ шайра пулни ӗçшӗн усăллă çыхăну йӗркелеме, бизнесра çӗнӗ май тупма пулăшӗ. Çӗнӗ паллашу малашнехи пурнăçăра тӗпрен, лайăх енне улăштарма пултарать.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Чуна пăлхантарни тинех иртсе кайӗ. Хăвăра малашне мӗн кирлине тинех уççăн куратăр. Сиртен асамлă вăй тапса тăрӗ, ку ыр çынна та, начар шухăшлине те магнит пек туртӗ. Çавăнпа асăрхануллă пулăр. Çынна пулăшни ырăпа таврăнӗ. Укçа-тенкӗ проблеми тӗп вырăнта мар, ӗçре ăнса пырӗ.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Ку эрнере пуринпе те ырă хутшăнусем йӗркелеме май тупатăр. Сюрпризсен эрни. Харпăр пурнăçра тинех пӗччен пурнăçа вӗçлесе хӗрӳ роман пуçлама пултаратăр. Эсир ыр çын тӗлне пулатăр. Ӗç нумай, анчах канма та вăхăт тупăнӗ. Руль умӗнче тимлӗ, эрех-сăрапа тирпейлӗ пулăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев