Инçетри тăвансенчен кӗтмен хыпар илни çуллахи плансене улăштарать
Апрельтен «ырана» хăварса пынă ӗçсем патне çак эрнере таврăнма тивет. Финанс ыйтăвӗсене кӗçнерникунччен татса памалла. Инçетри тăвансенчен кӗтмен хыпар илни çуллахи плансене улăштарать.
ТАКА 21.III – 20.IV
«Пуçӗпех ӗçе путать» сăмахсене сирӗн пиркиех каланă тейӗн. Халь çак ырă ен сирӗншӗн уйрăмах лайăх, мӗн хыççăн мӗн тумаллине чухласа илме ӗлкӗрӗр çеç. Эрне варринче кам-тăр хăйӗн тивӗçӗсене сирӗн çине «тиесшӗн» пулнине вăхăтра сиссе ӗлкӗретӗр.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ку эрнере хăвăртлăхăра кăшт чакарăр. Аслăрах тăванăрпа е пуçлăхăрпа калаçнă хыççăн иртнӗ уйăхранпа хумхантаракан укçа-тенкӗ ыйтăвӗ çухалать. Ытларикун, юнкун мӗн-тӗр юсамалла, йывăç-курăк лартмалла.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Тунтикун хӗрӳ пуçланать: хыпарлаççӗ, ыйтаççӗ, ăнлантараççӗ... Çăлтăрсем пурне те кӗскен хуравлама хушаççӗ. Юнкун уйрăмах документсемпе питӗ тимлӗ пулăр, ăнсăртран сиктерсе хăварнă запятой та эрнекун сирӗншӗн пуç ыратăвӗ пулса тăрӗ.
РАК 22.VI – 22.VII
Эрне пуçламăшӗнче ниçта та тухас, никампа курнăçас килмест, анчах шăп çын çине тухни çак кун ăнăçу кӳрет. Пӗчченнисен ыркăмăллăх акцийӗсене хутшăннă чух пулас мăшăрӗпе тӗл пулас шанăç пур.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Тунтикун сирӗн çитӗнӳсене асăрхаса мухтаççӗ. Çакăнпа хавхаланса эрнипех кал-кал ӗçлетӗр. Ытларикун хăвăр ытларах тӳленӗ укçана тавăрса параççӗ е пысăкрах кешбэк килет. Юнкун парикмахер патне каймалла е гардероба çӗнетмелле, имидж улăштарма ăнăçлă вăхăт.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Нумай вăхăт ӗçлекен проектăн çитменлӗхӗсене эрне пуçламăшӗнче асăрхатăр. Ытла тиркемесен те пырӗ, кăшт «уксахланине» тӳрлетсен ӗçлесе кайӗ. Эрнен пӗрремӗш çурринче шут ӗçӗсене вӗçлени сирӗншӗн лайăхрах, кӗçнерникунтан тимлӗхӗр çухалать.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Тунтикун тахçанах çыхăну çухатнă çынран хыпар илетӗр. Ытларикун коллективпа тумалли проектсене хутшăнни лайăх пулӗ сирӗншӗн. Кӗçнерникун хитре чӗркенӗ юрăхсăр япалана хаклă хакпа туянас хăрушлăх пур.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Ку эрнере сирӗн интуици çивӗчленет, урамра, лавккара, ӗçре ăнсăртран илтнӗ сăмахсем теме систернине ăнланса илетӗр. Тунтикун сире пӗр йăнăшшăн айăплама пăхӗç. Лăпкăн мӗн пулнине кăтартса парсан элекçӗсем шăпланаççӗ.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Инçе çула пуçтарăнакансем тунтикун çулçӳрев çинчен çеç шутлаççӗ. Вӗренекенсемшӗн ытларикун ăнăçлă. Укçа-тенке тăкакланă чух сăпайлăрах пулмалла. Эрнекун эсир манма ӗлкӗрнӗ парăма тавăрса параççӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Юлашки эрнесенче тытса пыма тăрăшнă çирӗп дисциплина пӗрремӗш çитӗнӳ кӳрет сире. Тунтикун сӗнекен проекта йышăнсан сирӗн тата яваплăрах пулма тивет. Хутпа, финанссемпе çыхăннă ӗçсене ытларикуна планлани лайăх.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Тунтикун тӗлӗкре тӗлӗнтермӗш курни мӗне пӗлтернине ытларикун ăнланса илетӗр. Юлташăрсемпе калаçа-калаçа пӗр шухăш патне пырса тухатăр: е пӗрлехи проект пуçаратăр, е волонтер акцине ирттеретӗр.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Темиçе уйăх каялла пуçланă творчество ӗçне ытларикун хавхаланса вӗçлетӗр. Юнкун ӗçлӗ килӗшӗве алă пусас тенӗ чух интуици тытса чарать, сире вăл ăнăçу кӳмессине систерет. Тахçан таса кăмăлтан пулăшнă çын укçа-тенкӗ енчен тӗрев парать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев