Ку эрнере юрату тыткăнне лекекенсем нумайăн пулӗç
Ку эрне нумай тавлашу, хирӗçӳ илсе килӗ. Вӗсем сăмаха тӗрӗс мар ăнланнипе е йăнăша пула сиксе тухма пултараççӗ. Пирӗнтен нумайăшӗ юрату тыткăнне лекӗ. Анчах та кунта та ултавпа, тӗрӗс мар ăнланнипе тӗл пулас хăрушлăх пур. Тимлӗрех пулмалла, кайран ӳкӗнмелле ан пултăр. Тӗпрен илсен, эрне самай пăлхануллă.
ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнере сирӗн вăй-хал çирӗп, эсир пур çӗрте те хастар, анчах хăвăрт тарăхса каятăр. Çавна пула çынсемпе хирӗçме пултаратăр. Вăй-хал нумай пулсан та вак-тӗвекшӗн çӗткеленнипе энерги час пӗтет. Çавăнпа ку эрне сирӗншӗн питех ăнăçлă тееймӗн.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Сирӗншӗн вара ăнăçлă эрне халь. Ӗçе тӗплӗн шутласа пурнăçлани тата пуррине хаклама пӗлни сире пулăшать. Шухăшлама, тӗрӗс йышăну тума пӗлни палăртса хунине пурнăçа кӗртме май парать.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Эсир ку эрнере питӗ илӗртӳллӗ, астармăш. Хăвăра ним мар куç хывтарма пултаратăр. Ташлани, гимнастикăпа аппаланни аван. Тахçан палăртса хунă ӗçе тытăнни те ăнăçу кӳрӗ. Эрне сирӗншӗн, тӗпрен илсен, питӗ лайăх.
РАК 22.VI – 22.VII
Çынсемпе хирӗçме, кама-тăр кӳренме пултаратăр.Халь эсир тарăн шухăша путнă, пуç тавра шухăшлатăр. Анчах та çынсем сире юри тӗкеççӗ тейӗн, тавлашмалли тата харкашмалли сăлтавсем тупсах тăраççӗ. Çавăнпа пурте сире хирӗç пек туйăнать халь.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Сирӗн вара вăй-хал çирӗп, татăклă утăмсем тума яланах хатӗр. Çавăнпа эрне çӗнӗ пуçарусемшӗн, пиçӗлӗхпе хастарлăх ыйтакан проектсемшӗн, çавăн пекех спортшăн, ытти ăмăрту-тупăшусемшӗн калама çук лайăх.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Тинех ăнать сире. Тӗплӗн шухăшлама, хăвăрăн вăхăтăра, ӗçӗрсене планлама пӗлни, оптимист пулни çитӗнӳ тума пулăшӗ. Эрне ӗçре ума задачăсем лартма, ăс-тăнпа тумалли ӗçсемшӗн лайăх.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Питӗ пăлхануллă тапхăр. Тарăхни, хирӗçни-харкашни те пулкалать. Çавăнпа ку эрне çине ытла шанмалла мар. Лару-тăрăва хăвăра кăмăла каякан ӗçпе аппаланни улăштарма пулăшӗ.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Лайăх эрне. Тӗрӗс шухăшлани тата хăвăра шанса тăни сире вăй-хăватăрпа вăхăтăра тӗрӗс пайлама пулăшӗ. Шухăшлав уçăмлăхӗпе йӗркелӗхе ыйтакан ӗçе туллин парăнса пурнăçласан ăнăçу пулатех.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Эсир уйрăмах позитивлă энергиллӗ ку эрнере. Вăй-хăватăра туйни, хăвăра шанса тăни, кăмăлăр савăк пулни сире нумай тума пулăшӗ. Анчах эсир унчченхи пекех çынсен туйăмӗсене сисменни тата хутшăнусенче компромисс тупма хатӗр марри палăрӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Пăлхануллă вăхăт. Кăмăл-туйăм улшăнсах тăни ӗçлеме чăрмантарӗ, çавна пула йăнăш тăвасси те, тимлӗхе çухатасси те пулма пултарать. Ку тапхăра чăтса ирттерсе яма тăрăшмалли çеç юлать, пӗлтерӗшлӗ ӗçсем палăртмалла мар ку тапхăрта.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Хăвăра вăй кӗнине туятăр. Кăшт тăрăшсан, тухăçлă ӗçлесен, палăртнă ӗçсенчен ытларахăшне ăнăçлăн пурнăçлама пултаратăр.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Лайăх эрне ку. Эсир татăклă утăмсем тума хатӗр халь. Çынсемпе хутшăнусем çирӗп, килӗшӳллӗ, темле ыйтăва та татса пама çăмăл халь сире. Эсир хăвăра шанни ытти çынсене те паха ӗçсем тума хавхалантарать. Халăх умне тухса калаçма, пӗр-пӗр темăна сӳтсе явма ăнăçлă тапхăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев