Ку эрнере укçа хывни тупăш кӳрет
Йăла-йӗркесене пӗлсе тытса пыни çывăх çынсемпе хутшăнусене лайăхлатать. Тахçантанпах ырана хăварса пынă ӗçсене çак кунсенче вӗçлемелле.
ТАКА 21.III – 20.IV
Çемйӗрпе ытларах пулма тăрăшмалла, вăл пуласлӑхăра пысӑк витӗм кӳрӗ. Хӑвӑрӑн пурнӑçа хаклӑр, ӑна улӑштарма вӑхӑт çитнӗ. Çăлтăрсем кил-çуртăра çӗнетме вăхăт çитнине систереççӗ. Куçман пурлӑха инвестици хывни усăллă пулӗ.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ку эрнере лайӑх туйӑмсем, çитӗнӳсем нумай пулаççӗ. Карьера тăвакансене, творчество çыннисене çитӗнӳ кӗтет. Оптимизм, хӑвӑр вӑя шанни, палӑртнӑ йӗркесене пӑхӑнма пӗлни кирек мӗнле лару-тӑруран та ăнăçлăн тухма пулӑшӗç.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Эрнен пӗрремӗш çурринче ӗçлӗ тӗлпулусемпе калаçусем тухӑçлӑ пулӗç. Çапах та çӗнӗ проекта хутшӑнма е урăх сферăна ӗçе куçма ан васкӑр, мӗншӗн тесен çăлтăрсем ку эрнере пысăк улшӑнусем тума хушмаççӗ. Кӗçнерникунтан сывлăхăра тимлессипе ӗçлӗр.
РАК 22.VI – 22.VII
Ку эрнере хӗвӗшӳрен пӑрӑнмалла, пысӑк мероприятисене хутшăнмалла мар. Кил-çуртăра хăтлăрах тăвассишӗн тăрăшăр, йӗрке кӗртӗр. Çывӑх çыннăрсемпе ытларах хутшӑнӑр. Халӗ эсир çемйӗртех килӗшӳпе канӑçлӑх тупатăр.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Çак кунсенче кирек ăçта укçа хывассинчен те тытăнса тăрăр – ку финанс енчен пысӑк йывӑрлӑхсем патне илсе çитерме пултарать. Халӗ планетӑсем ӗçе лайăх йӗркелесен карьера картлашкипе çăмăллăн улăхасса шантараççӗ.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Таврари çынсем эсир хӑватлӑ пулнине, ăраскалăр пуррине туяççӗ, çавăнпа тӗллевӗрсене пурнӑçланă чух пулӑшма хатӗр. Эсир халь илӗртӳллӗ, интереслӗ, çаврăнăçуллă. Сирӗнпе нумайăшӗ паллашма хавас, вӗсен хушшинче ӳлӗм усă кӳрекенсем те пур.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Канма та, çулçӳреве тухма та ăнăçлă вăхăт. Халь сирӗн лăпкăрах пулмалла, уйрăмах профессире. Çӑлтӑрсем ытларах çемьепе вӑхӑт ирттерме сӗнеççӗ. Ӗçтешӗрсемпе пӗр чӗлхе тупма тăрăшмалла. Астаракан вăйăсене ан хутшăнăр.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Ку эрнери çулçӳрев ăнăçлă пулать. Унта тӗл пулнă питӗ интереслӗ çынпа малашне те çыхӑну тытатӑр. Арçынсен çӗрле пушă урамсенче асăрхануллă пулмалла. Хӗрарăмсен таврана тимлӗрех пăхмалла, çăлтăрсем темӗн тупасса систереççӗ.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку эрнере ӗçлӗ сӗнӳсем пулаççӗ. Халь сире пурте асăрхаççӗ, тимлӗн сăнаççӗ. Ку шутланисене пурнăçлама май парать. Финанс лару-тӑрӑвне лайӑхлатма, усӑллӑ паллашусем йӗркелеме партнерсем пулăшаççӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ку эрнере лавкка-пасара çул тытмалла, туянас тенине илмелле. Анчах малтан хăвăра мӗн кирлине çырса список хатӗрлӗр, кирлӗ мар япала туянса ан тăкакланăр. Культурăпа кану заведенийӗсенче те перекетлӗх çинчен ан манăр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Халиччен çухатнӑ вăй-хала тавăрма меллӗ кунсем. Çак эрнере лайӑх хыпар илни те вăй хушать, вăл тахçантанпа аптратакан финанс ыйтăвне татса пама пулăшӗ. Канмалли кунсенче хӗвӗшӳллӗ çӗре ан çӳрӗр.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Ку эрнере хăвăра хавхалантаракан пулăмсем шыратăр. Илем салонӗнче маникюр, педикюр, массаж туни савăнăç кӳрет, ырă эмоцисем парнелет. Пӗр-пӗр килӗшекен япала туянни те кăмăлăра çӗклет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев