Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Кунсем хӗрӳ иртеççӗ, шухăшласа илме те вăхăт пулмасть

Эрне çӗнӗлӗхпе асра юлать, çӗнӗ майсем кӳрӗ, анчах вак-тӗвексене те тимлӗх уйӑрмалла. Канмалли кунсенче çеç пулни-иртнине пӗтӗмлетме май килӗ. Иккӗленӳсемпе хăюсăрлăх вырăнне çирӗп ӗненӳ йышăнать.

ТАКА 21.III – 20.IV

Тунтикун пуçланнă вӗткеленӳ юнкун тӗлне вӗçленет. Эсир ялан, пур çӗрте те пӗрремӗш пулма васкатăр, анчах çак кунсенче тăхтама тивет, кӗтме те пӗлмелле. Эрне вӗçнелле кӗтмен тӗлпулу лару-тăрăва улăштарӗ.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Кунсем вӑраххӑн иртеççӗ, ку аван та – эрнекунччен вăй пухмалла сирӗн, çав кун самай вăй хума тӳр килӗ. Кил-çурт­ра сиксе тухнă пӗчӗк пăтăрмаха пула кун йӗркине улăштарма тивет. Эрнери улшăнусем усăллă пулнине вырсарникун ăнланса илетӗр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI

Эсир çӗннине юрататăр, халь вара кулленхи пӗрешкел ӗçсемпе кичемленме тивет. Юнкун-кӗçнерникун пӗр-пӗринчен пач уйрăлса тăракан сӗнӳсенчен пӗрне суйласа илмелле. Канмалли кунсене пӗччен ирттерни пулса иртекен ӗçсене ăнланса илме пулăшать.

РАК 22.VI – 22.VII 

Ку эрнере тахçантанпа курнăçман пӗлӗшӗрпе тӗл пулатăр. Вăл сăнран та, шухăшӗсемпе те палламалла мар улшăнни тӗлӗнтерӗ сире. Кулленхи ӗçе çӗнӗлле пурнăçлама тытăнатăр. Ку малтанах никама та килӗшмӗ, лайăх енӗсене ăнланса илсен сире ырлакансем йышлă пулӗç. 

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII

Тунтикунранах вăйлă туйăмсем тытса илеççӗ сире, ытларикун ир енне çеç лăпланайăр.  Эсир упраса пурăннă вӑрттӑнлӑх çинчен компанири юлташăрăн ăнсăрт­ран тухса кайнă сăмахӗнчен пӗлӗç. Канмалли кунсенче тахçан хутшăнма пăрахнă çынпа тӗл пулатăр.  

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Кӗçнерникун çула тухас е кулленхи пурнăçра мӗн-тӗр улăштарас кăмăл питӗ пысăк пулать. Кил-çуртра пӗр-пӗр пӗчӗк япала ванни планăрсене улăштарать, хăвăрт юсассишӗн самай тăкакланма тивӗ. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Эмоцисем капланса килнипе пӗрре май куççульленетӗр çак кунсенче. Кӗçнерникун илтнӗ хыпар сире питӗ тӗлӗнтерӗ, кун пирки маларах мӗн шутлани тӗрӗсе килменни, интуици пирки те иккӗленӗр. Шăматкун пуринчен вăрттăн улах вырăнта творчествăпа аппаланмалла.  

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Пурне те тӗрӗслесе тӑма тӑрӑшнине пула тунтикун ирхине пӑтӑрмах сиксе тухать. Ку лару-тăруран чипер тухас тесен импровизацилеме тивет. Вырсарникун эсир питӗ кирлӗ ӗç çинчен аса илетӗр, шел, тинех нимӗн те улӑштараймăн.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Тунтикунах «йывăрлăха» кӗрсе ӳкетӗр – икӗ илӗртӳллӗ сӗнӳрен пӗрне суйласа илме питӗ хӗн. Ытларикун кӗтмен, шутламан çынран пулӑшу килни тӗлӗнтерӗ. Шӑматкун гаджетсăр канма тăрăшмалла.

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Эрнен пӗрремӗш çурринче эмоцисем ейӗве тухнă çурхи шыв пек капланса килни ывăнтарать сире. Юнкун тахçанхи кӳренӳ хăй çинчен аса илтерет, анчах сирӗн унăн еккинчен пăрăнма тăн çитет. Кил хуçалăхӗнчи ӗçсем шăматкун савăнтарӗç. 

 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II

Эсир çынсем асăрхаччăр, сирӗн çине çеç пăхчăр тесе тăрăшни путишле лару-тăрăва кӗртсе ӳкерет. Кӗçнерникун хыпар илнӗ хыççăн çывăх çыннăр çине урăх куçпа пăхатăр. Эрне вӗçӗнче йывăрлăха кӗрсе ӳкнӗ çынсене пулăшмалла.

 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Эрнен пӗрремӗш çурри йывăррăн иртет, анчах хăвăрăн йăнăша йышăннă хыççăн лару-тăру тӗпрен улшăнать. Юнкун хăвăр ӗмӗтленнӗ проекта сӗнеççӗ, анчах условийӗсем савăнмаллисем мар. Канмалли кунсенче карьерăпа çемьерен пӗрне суйласа илмелле. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп