Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп

Зодиакӑн мӗнпур паллин пурнӑçӗнче çӗнни тупăнать: интереслӗ ӗç, малашлӑхлӑ ӗçлӗ сӗнӳ, тупӑш кӳрекен килӗшӳ... Юсав ӗçӗсемпе аппаланнă чух асăрхануллă пулмалла, аманас хăрушлăх пур.

ТАКА 21.III – 20.IV

Юнкунччен ырри çинчен çеç шухăш­ламалла, евӗк кăмăллă пулни сире усă кӳрет. Мӑнкӑмӑлланассинчен, кӗвӗçессинчен тытăнса тăмалла. Йӑнӑшăрсене йышӑнăр, яваплӑхăра ыттисем çине ан куçарăр.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Коллективра ӗçлеме, ушкӑнпа занятисем ирттерме, пӗр шухӑшлӑ çынсемпе ыйтусене сӳтсе явма питӗ лайӑх вӑхӑт. Канмалли кунсене юлташсемпе ирттерни те вырӑнлӑ. Хӑвӑрăн ырă енсене кӑтартӑр, креативлă идейăсем сӗнӗр. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI

Ку эрнере хӑвӑр вӑя шанса çӗнӗ ӗçсене хастаррăн кӳлӗнме хатӗр пулмалла. Чун-чӗре шайлашулӑхне упрама тӑрӑшмалла. Кирек мӗнле пӑтӑрмах сиксе тухсан та лăпкă пулăр. Çăлтăрсем романтикăлла тӗлпулусене çӳреме хушмаççӗ. 

РАК 22.VI – 22.VII 

Çак кунсенче сире ӗçрен хăтараççӗ, тен, хăвăр ирӗкӗрпе тухса каятăр. Ку çӗнӗ çул çине тухнине пӗлтерекен паллă пулнине каярах ăнланса илетӗр. Халь паллашакан çынсем кӗçех сирӗн яланхи партнерсем пулса тăрӗç. 

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII

Ку эрнере хăвăра çӗнтерӳçӗ пек туймастăр. Ӗçӗр тӗрӗс, пӗлтерӗшлӗ пулнине те шанмастăр. Кӑмӑлăр вылянчăк:  савăнатăр-кулянатăр. Ӗçпе кану хушшинче тӗрӗс шайлашу тупмалла: виçине пӗлсе ӗçлӗр, виçине пӗлсе канăр. 

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Эрне пуçламӑшӗнче çемьере хи­рӗ­çӳсем, пӑтӑрмахсем сиксе тухаççӗ. Кун пирки пит хумханмалла мар. Юратнă çыннăр вӗчӗрхеннине тарăхупа ан хуравлăр. Чăннипе ăна сирӗн пулăшăвăр кирлӗ. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X

Çӗнӗ çынсемпе паллашма, ӗçлӗ çыхӑнусем йӗркелеме, калаçусем ирттерме меллӗ ку эрне. Хуçалăх ыйтӑвӗсене ăнăçлăн татса паратăр. Обществăра витӗм кӳме пултаракан çынсем пулăшнипе çӗнӗ проектсем ăнăçлăн ӗçе кӗреççӗ. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Çитес эрнере çӑлтӑрсем сире хӑйсен хӳттине илеççӗ. Пурнӑç хӑвачӗ питӗ çӳллӗ шайра пулни пӗтӗм пуçарӑва ӑнӑçу кӳрет. Коммерци ӗçӗсенче, юратура йăлт аван пулать. Çавӑн пекех лотерейӑра выляса илме те пысӑк шанӑç пур. 

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Пит ăнăçлă кунсем тееймӗн ку эрнене. Уйрăмах сывлăх çине пысăк тимлӗх уйăрмалла – наркăмăшланса е ерекен чирпе аптраса ӳкес хăрушлăх пур. Çак кунсенче кафе-ресторансенче ан çийӗр. Бассейна çӳрекенсен, спортпа аппаланакансен аманасран сыхланмалла.  

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Ку эрнере пурин пирки те иккӗленетӗр. Хӑвӑра шанмастăр, çӗнӗ ӗçсем пуçарма хӑратӑр. Çакăн пек чух чупса пынă çӗртен тăп чарăнса сывлăш çавăрса илни пулăшать. Тен, сирӗн пачах урăх çынсемпе, урăх проектсемпе ӗçлемелле?..

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II

Халиччен пухăннă ӗç-хӗле йӗркене кӗртме меллӗ вăхăт ку эрне. Пуçлăхпа, ӗçтешсемпе хутшăнусене лайăхлатма май пур. Эсир халь кашни çынна пулăшу пама хатӗр. Ку питӗ аван, мӗншӗн тесен кӗçех сире хăвăра пулăшу кирлӗ пулӗ. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Ку эрнере вăйран кайиччен ӗçлемелле мар сирӗн. Вăйпа пӗлсе усă курмалла, стрессенчен хӳтӗленмелле, вӗсем чирсен сăлтавӗ пулса тăраççӗ. Енчен те эсир кунӗпе хăвăра ытла хастар тытатăр, чӗрене çывăх илетӗр, каçхине ыйхă килменнипе аптратăр – релакс-ваннăсем, канăç кӳрекен массаж пулăшать кун пек чух.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп