Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Пуçлăхпа е ӗçтешсемпе килӗштерсе ӗçлесен профессире çитӗнӳ тума пултаратăр

Эрнелӗх  гороскоп 14.02 – 20.02

ТАКА 21.III – 20.IV
Ӗçре тăрăшуллă та яваплă пулсан укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ те ăнса пырӗ. Пуçлăхпа е ӗçтешсемпе килӗштерсе ӗçлесен профессире çитӗнӳ тума пултаратăр. Пӗлмен ӗçре ан теветкелленӗр, лартнă тӗллеве пурнăçлаймасса та пултаратăр. Юратура савнă çынпа е мăшăрпа тахçантанпа хумхантаракан çивӗч ыйтăва татса пама май пулӗ.
 
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ку эрнере юлташсем канăç памӗç, вӗсен сирӗнпе çыхăннă плансем нумай. Савнисем те çывăрмаççӗ, çак романтикăлла лару-тăрура çемье пирки  манса ан кайăр. Килтисем лавккана кайма хатӗрленеççӗ, укçăра пухăр, тăкаксем самай пуçтарăнӗç.  

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Парăмпа, кредитпа е еткерпе çыхăннă ыйтусене татса пама тивӗ. Ку ӗçсене эрне варрине туса çитерме тăрăшăр. Мӗншӗн тесен эрнен иккӗмӗш çурринче тӗрлӗ чăрмавсем сиксе тухӗç е документсенче йăнăшсем яма пултаратăр. Çулçӳревпе, вӗренӳпе çыхăннă тăкаксем пулаççӗ.  

РАК 22.VI – 22.VII
Ку эрне тӗнпе, ăс-тăнпа çыхăннă ӗçсемшӗн, канупа çулçӳревсемшӗн ăнăçлă. Укçа-тенкӗпе, пурлăхпа çыхăннă ыйтусене çитес вăхăта хăварăр. Укçа енчен интереслӗ ӗçпе аппаланакансене – юмăç пăхакансене, философсене, эзотериксене ăнать, реклама сферинче ӗçлекенсем те пуш алăпа юлмӗç. Ют çӗршывпа çыхăннă ӗçсем ăнаççӗ.
 
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Çак тапхăрти укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ ытти çынран, проблемăна татса парас харпăр пултарулăхран килӗ. Уйрăм çынпа е организацисемпе ӗçлӗ хутшăнусем йӗркелеме май пулӗ. Еткерпе, алиментпа, страховкăпа е налогпа çыхăннă тахçанхи ыйтусене татса паратăр. Кивçен никамран та ан илӗр.

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Ку эрне пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса пама ăнăçсăр, тупăша ӳстерес енӗпе те. Планетăсен витӗмӗпе ытларах тăкакланасси патне туртăнатăр, кил е хăвăр валли илемлӗ япаласем илес килӗ. Ку ӗçсене эрне варриччен туса пăрахăр. Эрне пуçламăшӗ инçе çула тухма та ăнăçлă. Канмаллисене çемьепе, кил лăпкăлăхӗнче ирттерӗр.

ТАРАСА 24.IX – 23.X
 Пурнăçăрта кӗтмен улшăнусем пулӗç – хатӗрленӗр. Хăш-пӗриншӗн вăл ырă та малашлăхлă пулӗ, ыттисемшӗн пит аванах мар. Çӗннине хăнăхма çăмăл мар. Йывăрлăхсене çӗнтерме çемье пулăшӗ. Апат-çимӗç енӗпе те улшăнусем кӗртес пулать, сывлăха çирӗплетес тесен сывă пурнăç йӗрки çине куçма, эрех-сăра çинчен манма тивет.
 СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Тинех сирӗн харпăр пурнăç çӗнӗ сăрăсемпе йăлкăшма пуçлӗ.  Эмоцисем фонтан евӗр, юратнă çын та савăнтарсах тăрӗ. Парăма юлашки пусчен тавăрса пама юратманнисен кун çине урăх куçпа пăхма тивет, уйрăмах процентсем пуçтарăннă чухне. Ӗç енӗпе интереслӗ проект сӗнекен тупăнӗ.  

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
 Хуть мӗнле ӗçе пуçăнсан та кăтарту хăвăрт та савăнтармалли пулӗ. Хăвăршăн мӗн чи кирлине палăртăр та хăюллăн тӗллев патне утăр. Чăрмав пулмӗ. Укçа пуçтарма пуçлани ăнса пырӗ. Ку эрнере эрех-сăрапа пит асăрхануллă пулмалла, пач ӗçмесен тата та аван.  

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
  Сирӗн улшăнчăк кăмăл хуть кама та тăрăхтарса ярӗ. Чи малтан çывăх çынсене йывăра килӗ. Ку кунсенче ӗçре хăвăра лайăх енчен кăтартма майсем пулӗç – шанăçа ан вӗçертӗр. Апат-çимӗç, хуçалăхпа çыхăннă тăкаксене чакарăр, кăштах перекетлени ытлашши пулмӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ку эрне çав тери активлă, тӗрлӗ мероприятисемпе пулăмсенчен пуян пулӗ. Ӗçлӗ тӗлпулура усăллă çыхăну йӗркелени карьера пусмипе çӳлелле улăхма пулăшӗ. Пурнăç панă шанăçпа усă курма пӗлӗр. Шутламасăр никама та сăмах ан парăр, канмаллисене пӗчченлӗхре ирттерни шухăш-кăмăлпа пуçтарăнма пулăшӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
 Пурнăçăрти пысăк çитӗнӳ пуçăра çавăрса янипе халиччен тунă кăтартусене çухатма пултаратăр. Çавăнпа тӳперен çӗр çине анма тивет. Малашне пысăк япала туянма шутлатăр пулсан ун валли укçа епле ӗçлесе илессине халӗ тӗплӗн шутласа хурăр. Çак тапхăрта хӗрарăмсен çие юлма, мăшăрсен ача çуралма пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев