Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Такасен ӗçре малтан пӗлтерӗшлӗрех ыйтусене татса парасси çине тимлӗх уйăрмалла

ТАКА 21.III – 20.IV Ку эрнере сире карьера амбицийӗ­сем канăçсăрлантараççӗ, обществăри статус хумхантарать. Çитӗнӳсемшӗн пуçлăхсенчен ытти пысăк çынсенчен ырă сăмахсем илтетӗр. Ӗçре малтан пӗлтерӗшлӗрех ыйтусене тат­са парасси çине тимлӗх уйăрмалла. Карьера пусмипе улăхнă май финанс лару-тăрăвӗ лайăхланать.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Коллективпа ӗçлекенсен, социаллă сетьсенче тус нумаййисен çак кунсем хӗрӳ иртеççӗ. Юлташăрсемпе хутшăнни савăнăç кӳнисӗр пуçне усă та парать. Ӗçре командăпа ӗçлекенсене ăнать. Инновацисемпе, технологисемпе çыхăннисен финанс ыйтăвӗсене татса пама тивет. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Халь нумая пыракан проектсене планлани вырăнлă, ăс-хакăлăра аталантарассипе ӗçлемелле. Ку эрнери ӗçе çынсене каласа пама хушмаççӗ çăлтăрсем, мӗн чухлӗ ытларах вăрттăнлăхра, çавăн чухлӗ ăнăçлăрах пулать. Финанс ыйтăвӗсене асăрхануллăн, хăнăхнă йăлапа татса памалла. 

РАК 22.VI – 22.VII 

Çынсен тимлӗхӗ пӗр сирӗн çинче çеç пулни хăвăрăн умрах пӗлтерӗшӗре ӳстерет. Ӗçре лидер пулса пӗр-пӗр уйрăмшăн яваплăха хăвăр çине илме пултаратăр, анчах ытлашши тӳррӗн каласа çынсене ан кӳрентерӗр. Хăвăр тӗллӗн тунă ӗçсемшӗн укçа илетӗр. 

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII 

Эрнипех финанс ыйтăвӗсем, ӗç укçи тата пултарулăхăра хаклани кăсăклантараççӗ сире. Тупăш ӳстересси пирки калаçусем пулӗç, тӳлев условийӗсене улăштарма е бонуссем пама тытăнаççӗ. Халь тупăш кӳрекен проектсемпе çеç ӗçлемелле.

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Çынсемпе нумай хутшăнатăр, тăтăш кӗске çула тухма тивет, вӗренӳ çинчен те аса илтерсех тăраççӗ. Дискуссисенче тӗшшине тупма пӗлни, баланс тытса тăма пултарни çынсене хирӗçсе кайма памасть. Суту-илӳ самай тупăш кӳрет. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Ку эрнере сирӗншӗн чи пӗлтерӗшли çемьери ӗçсем. Халӗ нумая пыракан килӗшӳсем пирки калаçса татăлма меллӗ. Иртсе каякан çулталăка пӗтӗмлетсе çӗнӗ çула плансем тумалла. Укçа-тенке тăкакланă чух перекетлеме тăрăшни тăнăçлăх кӳрет. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Харкам проектсем, творчествăри хавхалану ку эрнере сирӗншӗн малти вырăнта пулӗ. Эрне варринче кама-тăр укçа-тенкӗпе е япалапа пулăшмалла пулать. Ӗçлӗ калаçусем лайăхпа вӗçленеççӗ. Инвестицисемпе çыхăннă финанс ыйтăвӗсене ăнăçлăн татса паратăр.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII

Кулленхи ӗçсемпех эрне иртет. Ӗç вырăнӗнче техникăна пăхкаламалла – кăшт улшăну кӗртни ӗçе самай çăмăллатӗ. Ӗçтешӗрсемпе хутшăнусем лайăх. Кӗтнӗ укçасем килсе тăраççӗ, çавăнпа лăпкăнах кил хуçалăхӗнчи ӗçсене планлама юрать. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I

Ку эрнери кунсене планланă чух çынпа ӗçлемеллине шута илмелле. Ӗçре пӗр авăк тӗрлӗ ушкăнсене çыхăнтаракан модератор пулма тӳр килет. Эсир хыпарсемпе ӗçлеме пӗлни çак кунсенче питӗ кирлӗ пулать. Вăхăтра хыпар илни финанс лару-тăрăвне тăнăçлăх илсе килет. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Нумай вăхăта пыракан проектсене планлама лайăх ку эрнере. Укçа хывмалла-тăк, пӗччен мар, çынпа тумалла. Енчен те партнер иккӗленет-тӗк, тӳрех çаврăнса утмалла мар. Эрне варринче документсене тӗплӗн тӗрӗслемелле. Творчествăри пултарулăхăр халь çӳллӗ шайра. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Ку эрнере çӗнӗ идейăсене тӳрех хирӗçлемелле мар, тимлӗрех пăхсан вӗсенче самай кирли, интересли курăнӗ. Эрнен пӗрремӗш çурри финанс ыйтăвӗсене татса пама меллӗ. Эрне вӗçӗнче тахçантанпа пыракан проекта вӗçлени кăмăлăра тултарать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп