Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Таврари çынсене сăнар та пулăшу кирлисене тӗрев парар

Эрне ырăпа пуçланать. Юратнă çыннăн хăтланăвӗсем пур чухне те килӗшмесен те шавламасăр ирттерсе ярар. Эрнен иккӗмӗш çурринче командировкăна кайма, ӗçпе партнерсемпе тӗл пулма, контрактсем алă пусма лайăх вăхăт. Çак кунсенчех романтикăллă хутшăнусем пуçланас шанăç та пур, анчах ӗçпе харкам пурнăçа хутăштармалла мар.

ТАКА 21.III – 20.IV 

Тахçан пуçланă ӗçсене вӗçлеме лайăх вăхăт ку эрне. Çавăнпах эрне лăпкă тейӗн. Пӗтӗмӗшле илсен лару-тăрăва тăнăç тееймӗн, юратнă çыннăрăн çавăнпах кăмăлӗ пусăрăнать. Çак кунсенче сирӗн хастартарах пулмалла. 

ВĂКĂР 21.IV  – 20.V 

Халь эсир пӗр хăвăрăн ӗçсемпе çеç пурăнатăр. Ыттисем мӗн каланине хăлхана та чикместӗр. Çапла туса çынсене кӳрентернине ăнланмастăр-и? Ӳлӗм хăвăрпа та çаплах пуласса шутламастăр-и?

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Пӗтӗм шухăш-кăмăлăртан вăй-хăватăрпа сывлăха çирӗплетме тăрăшмалла. Çемйӗрте пӗр-пӗрне ăнланманнипе час-час хӗрӳ тавлашусем сиксе тухаççӗ. Халь сирӗн интуици вăйлă, хуть мӗнле йывăрлăхран тухма та май килет унпа.

РАК 22.VI – 22.VII 

Ӗмӗтленнисем, шутланисем çак эрнере пурте пурнăçланаççӗ. Эсир хăвăрăн тăнăçлăхшăн тăрăшма хатӗр: хăюлăхăр та çитет, ăраскалăр та хăвăрпах. Айккинчен пулăшасса кӗтмелли çук, хăвăрах маттур, пултаруллă.

АРĂСЛАН 2.VII – 22.VIII 

Пӗр ăстрăм тăрăшса ӗçленӗ хыççăн ку эрнере çитӗнӳсемпе савăнса кансан та юрать. Пулăшас текенсенчен пăрăнмалла мар, карьерăра малалла ӳсес тесен çынсен тимлӗхӗ пӗлтерӗшлӗ. Çак кунсенче кăмăлăр лайăх, ку ӗç çине те ырă витӗм кӳрет.

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Ӗçӗрте конкуренци пысăк, хуть мӗнле ыйтупа та килӗшӳ тупма йывăр. Пӗтӗмӗшле илсен эрне сирӗншӗн ăнăçлă: шутламан çӗртен хăвăр тахçан ӗмӗтленнӗ çӗре лекетӗр. Çак кунсенче илтнӗ хыпар сире васкарах ӗçлеме хистет. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Эрне тăршшӗпех романтика тапхăрӗ пулать. Е сире юратни çинчен пӗлтереççӗ, е тата пӗрлешсе çемье çавăрма ыйтӗç. Ӗçре лайăх хыпарсем илетӗр – пуçлăх сире пайта кӳрекен сӗнӳ парать, тимлӗр ăна.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Çак кунсенче çынна пит шанма хушмаççӗ çăлтăрсем, уçă кăмăллă пулни те сирӗншӗн сиенлӗ тет. Аслă çулсенчисемшӗн эрне ăнăçлă. Çак кунсенче çывăхри вăрмана похода кайма е инçе çула тухма лайăх, спортпа аппаланакансем те кăмăллă пулӗç. 

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Çӗннине йышăнма хатӗр эсир – вăй-хал та, хавхалану та çителӗклех. Вăй-халăр иксӗлми пулнипе лара-тăра пӗлместӗр, темӗн çӗнни, интересли кирлӗ сире. Хăвăр асăрхануллăрах пулсан пысăк укçа ӗçлесе илес шанăç пур.  

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Ку эрнене хăвăра халалламалла. Уçă сывлăшра васкамасăр утса çӳрени, таса сывлăшпа кăкăр тулли сывласа хӗвел пайăркисем пит çинче вылянипе киленни темӗнле пусăрăнчăк кăмăла та çӗклӗ. Тарăхма хушмаççӗ çăлтăрсем, çӗнӗ проектсене кӳлӗнме ан васкăр.

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Çывăх çыннăрсем сире эрнипех илӗртӳллӗ, интереслӗ сӗнӳсем парӗç, анчах йышăнма ан васкăр. Халь паллашнă пӗлӗшсенчен те шанчăклă юлташ  пуласси иккӗленӳллӗ. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Сирӗн çине сасартăк юрату туйăмӗ йăтăнса анать. Шел, ку нумая пымӗ. Кӗçех савнă çыннăр юратас, хисеплес вырăнне кӳрентерӗ, черчен чунăра ыраттарӗ. Ку эрнере юлташăрсене пулăшма тивет.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп