Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Тунтикуна ытла нумай ӗç плана ан кӗртӗр

Эрне варри ӗçлӗ килӗшӳ тума, çӗнӗ проект пуçлама аван. Пысăк япала туянма шутланă пулсан ăна эрнекуна хăварăр, хакне те чакарӗç, парне те хушса парӗç. Канмаллисенче интереслӗ пулăмсем нумай пулӗç.

Эрнелӗх гороскоп  11.10 – 17.10

 

ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнере хăвăртан ытла ан ыйтăр, планкăна чакарăр. Пуçарнă ӗçе хăвăрт вӗçлесе çӗнӗ задачăна пурнăçлама тытăнатăр. Бизнесменсен ӗçлӗ калаçура çемçерех пулмалла. Сире шавлă мероприятие чӗнме пултараççӗ, унта интереслӗ çынпа паллашатăр. Канмаллисене килте, çемьепе ирттерӗр.    

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Эрнен пӗрремӗш çурринче чи йывăр та кăткăс задачăсене татса пама тăрăшăр, çине тăрсан ӗç тухать. Çак кунсенче ӗçлӗ калаçусемпе тӗлпулусем ăнăçлă иртеççӗ. Карьерăшăн çунакансем конкуренцире çӗнтерсе ӗмӗтленнине илме пултарӗç. Канмаллисене хăвăрпа пӗр шухăшлă, пӗр теллевлӗ çынпа ирттерӗр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Тунтикун ӗçтешсемпе, килтисемпе калаçнă чух тирпейлӗ пулăр, ăнсăртран каланă сăмаха пула вăрçăнма пултаратăр. Ӗçре чăрмавсем пулӗç. Эрне варринче тахçанхи ӗмӗте пурнăçлама, ӗçлӗ çыхăну йӗркелеме май пулать. Ӗç шыракансене те ăнать, хăш-пӗри пысăк компаниех çакланӗ. Пӗлнӗ-пӗлмен çынпа ан хутшăнăр, вăл шулӗк пулма та пултарать.

РАК 22.VI – 22.VII
Эрне ăнăçлиех мар, ӗçре чăрмавсем, мешетлекенсем пулӗç. Килтисемпе те ним çук çӗртен вăрçăнма пултаратăр. Нервсене тустарнипе хăвăра япăх туятăр. Инçе çула тухни е канма кайни кăна проблемăсенчен хăтăлма пулăшӗ.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ку эрнере харпăр пурнăçра йăлт аван пулнипе кăмăл савăк, хăш-пӗрне юратни çинчен пӗлтерӗç. Пӗчченнисен йӗри-тавра лайăхрах пăхмалла, чун савни çумрах çӳреме пултарать. Çывăх çынпа вăрçăнас килмесен эрне вӗçӗнче шутламасăр пӗр сăмах та ан калăр. Ӗç енӗпе тупăшлă проект сӗнекенсем пулӗç.
   
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Хавхалану та, куляну та пулӗ ку эрнере. Хăвăра хăвăр çӗнтерсе малалла талпăнмалла. Çемьеллисене килтисемпе вăрçăнас мар тесен чăтма тивӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче интереслӗ тӗлпулусем, паллашусем пулӗç. Пӗчченнисен тинех мăшăр тупăнать. Канмаллисенче антогонист-паллă «тăрăшнипе» хăвăра япăх туятăр. Пуçа ан илӗр, йăлт иртет.

ТАРАСА 24.IX – 23.X
 Ку эрнере пӗчченнисене ăнать, илӗртӳлӗх ӳснипе пурте сирӗн çине пăхӗç. Малашлăхлă паллашусем пулӗç, сире суйланă çын авторитетлă та пуянскер пулма пултарать. Ыттисен çак кунсем лăпкă иртӗç. Инçетри тăванран хыпар çитӗ. Канмаллисенче аслă тăванпа е кил-çуртпа çыхăннă ӗçсем пулӗç.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Ăнăçлă тапхăр, пуçланă ӗçре çитӗнӳ тăватăр. Финанс енӗпе те ырă хыпарсемпе сӗнӳсем нумай пулӗç. Хăш-пӗри ӗç вырăнне улăштарӗ. Нумайрах ӗçлесе илес килнипе малалла вӗренме шутлатăр. Юратура савнирен е мăшăртан ытлашши ан ыйтăр, унсăрăн вăрçăнма пултаратăр.   

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
 Ку эрнере идейăсем пурнăçа кӗрӗç, ӗмӗтсем пурнăçланӗç. Тӗрлӗ приключенисем юратакансемшӗн интереслӗ тапхăр пуçланать, пулса иртни нумайччен асра тăрӗ. Мӗн-тӗр çӗннине вӗренни кăмăла çӗклентерӗ. Юратура активлăрах, хăюллăрах пулмалла, çăлтăрсем ăнăçу сунаççӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
 Ку эрне савăнăçлă пулăмсенчен пуян, пурнăçра пӗр начарри те пулмӗ. Уйăх тулнă май хăвăра шанни те ӳссе пырӗ. Пурнăçа улăштарас килӗ. Ӗçре мӗнпур яваплăха хăвăр çине илсе пуçлăх умӗнче аванах ӳсетӗр. Харпăр пурнăçра та сюрприз пулӗ – тахçанах килӗштернӗ çын тинех сире асăрхаса романтикăлла тӗлпулăва чӗнӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ку эрнере кăмăл çӗкленӳллӗ пулӗ, эсир ӗмӗт пурнăçланас шанчăкпа тулли. Пурнăçăн кашни сферинчех ăнăçу кӗтет. Тӗрлӗ çынпа  калаçни туссен шутне ӳстерме, усăллă çыхăну йӗркелеме пулăшӗ. Ӗç енӗпе пысăк, ырă, малашлăхшăн усăллă улшăнусем пулаççӗ. Кану та савăнăçлă иртӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Тунтикуна ытла нумай ӗç плана ан кӗртӗр. Хăвăра япăхрах туйнипе лартнă тӗллеве пурнăçлама йывăртарах пулӗ. Эрне варри ӗçлӗ килӗшӳ тума, çӗнӗ проект пуçлама аван. Пысăк япала туянма шутланă пулсан ăна эрнекуна хăварăр, хакне те чакарӗç, парне те хушса парӗç. Канмаллисенче интереслӗ пулăмсем нумай пулӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев