Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Йӗкӗрешсен ӗҫре те, килте те хӗвӗшӳ хуҫаланать

 Эрнелӗх гороскоп 01.03 – 07.03

​ТАКА 21.III – 20.IV

Çак тапхăрта тăвансемпе авторитетлă çынсен тӗревне туятăр. Çăмăллăнах ӗçпе çыхăннă ыйтусене татса паратăр. Анчах хăвăра интереслентерекен çынпа туслашма çăмăлах пулмӗ. Юратури хутшăнусемшӗн питӗ аван вăхăт. Çемье йӗркелеме татăклă йышăну тума пултаратăр. ​

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Хăюллăнах плансемпе шухăшсене пурнăçлама тытăнма юрать. Тахçантанпах улшăнусем кӗртес тени çăмăллăн пурнăçланӗ. Профессире хăвăра кăтартса должноçпа ӳсме май пулать. Анчах харпăр интерессене юратнă çыннăннинчен мала ан хурăр. Ăнăçу тарма пултарать. ​

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ӗçре те, килте те хӗвӗшӳ хуçаланать. Йăлт ӗлкӗрес тесен тимлӗрех пулма тăрăшăр. Иккӗленӳллӗ шухăшсене хăвалăр. Хăвăра шанни ыйтусене татса пама пулăшӗ. Канмаллисене çăлтăрсем ачасемпе ирттерме сӗнеççӗ.

РАК 22.VI – 22.VII
Çемье пурнăçне йӗркелеме, кил хуçалăхӗпе çыхăннă ыйтусене татса пама ăнăçлă тапхăр. Юсав ӗçӗсене пуçлани, урăх çӗре пурăнма куçни ăнать. Эрнен иккӗмӗш çурринче юратнă çынпа тавлашуллă ыйтусене ан хускатăр.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ăнăçлă эрне, эсир харăсах темиçе ӗç тума пултаратăр. Ӗçпе çӳресе тӗрлӗ çынпа хутшăнса усăллă çыхăнусем йӗркелеме май пулӗ. Тăвансемпе вăрçăнас мар тесен хăвăр ирӗке вăйпа ан йышăнтарăр. Ӗçре вак-тӗвеке асăрхамасан та юрӗ, пысăк проект пурнăçлани тупăш тума пулăшӗ. ​

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Канупа çулçӳрев йӗркелеме питӗ ăнăçлă тапхăр. Шăпа та сире шеллет, ним начарри те пулмӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче юратнă çынна ытларах тимлӗх кирлӗ. Ӗçре нумай вăхăт ирттернипе эсир пӗрле сахал пулатăр. Ку хутшăнусене пăсма пултарать.

ТАРАСА 24.IX – 23.X
Ку эрнере пурнăçăн çӗнӗ тапхăрӗ пуçланӗ. Улшăнусем тавракурăма, характера та пырса тивӗç. Эсир çирӗпрех, яваплăрах, тимлӗрех пулатăр. Ку карьера пусмипе çӳлелле улăхма пулăшӗ. Юратнă çыннăра çак улшăнусем килӗшӗç. ​

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
​ Çак тапхăрта вăй-хал вӗресе тăрӗ, харпăр илӗртӳлӗх те ӳсет. Ӗç планне çирӗп палăртса тӗллев патне хăюллăн утăр. Ята яма пултаракан хăтланусенчен асăрханăр. Юратура савăнăçлă пулăмсем пулӗç.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
​ Ку эрнере пурнăçра кирлӗ марринчен, ытлашшинчен хăтăлмалла. Ӗçре, килте, хутшăнусенче мӗн чăрмантарать – çавна пӗр шелсӗр кăларса ывăтăр. Ӗç енӗпе çӗнӗ сӗнӳ пулсан пӗлекен çынсемпе малтан канашласа пăхăр. Юрату енӗпе интереслӗ тӗлпулу пулӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Тӗнчекурăма анлăлатмалли лайăх тапхăр. Сирӗнпе паллашас текенсем нумай пулӗç. Хăш-пӗри çывăхрах хутшăну йӗркелеме те хирӗç мар. Хаклă йышши металпа, косметикăпа çыхăннă япаласем туянни ăнать. Малашлăхлă контракт çирӗплетни финанс лару-тăрăвне çирӗплетме пулăшӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ырă эрне. Сире должноçпа ӳсме май паракан сӗнӳ тăвӗç. Хăвăр ырă кăмăллă пулсан таврари çынсем те çавăнпах хуравлӗç. Пӗр харăсах темиçе ӗç ан тăвăр, ӗлкӗретӗр. Чăтăмлăрах пулсан ӗмӗтленнисем пурте пурнăçланӗç. Хăш-пӗрне юратнине пӗлтерӗç.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Ку эрнере ӗçре питӗ тимлӗ пулмалла. Эрне варринче бизнесра та, профессире те, укçа-тенкӗ енӗпе те ăнать. Преми илме пултаратăр е парăма тавăрса парӗç. Эрех-сăрапа тирпейлӗ пулмалла, сывлăх хавшама пултарать. Вырсарникуна çемьепе, ачасемпе ирттермелле.​ ​ ​

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев