Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Зодиакăн пур паллишӗн те ăнăçлă эрне

Ӗçри ăнланманлăхсем, хирӗçӳсем хăйсене хăйсем çухалаççӗ. Пит пӗлтерӗшлӗ ыйтусене хăюллăн сӳтсе явмалла. Патшалăх органӗсемпе, обществăлла организацисемпе ыйту татса пама та меллӗ вăхăт. Çак тапхăрта хушма ӗç сӗнме пултараççӗ, йышăнăр.

ТАКА 21.III-20.IV 
Ку эрнене сирӗн çывăх çыннăрсемпе ирттермелле. Юлташăрсемпе уçăлса çӳреме те лайăх. Вăхăта çапла лăпкă, кăмăллă ирттерни сире савăнтарӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче начар хыпар илтни е усал çынпа тӗл пулни кăмăлăра хуçать. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 
Халь пуçланă ӗçсене тимлӗн вӗçлемелле, çӗннине пуçăнмалла мар. Таврари çынсемпе хутшăнусене ан пăсăр, ăслăрах пулăр. Сире кирлине шăпа кӳрсе парасса ан кӗтӗр, хăвăра шанăр. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 
Эсир чирлипе е кăмăлăр япăххипе таврари çынсем сирӗнтен хăраса пăрăнса çӳреме тытăнаççӗ. Пурпӗрех вӗсем хисеплӗ çын пулнине ăнланса илсе пулăшма васкаççӗ, йывăрлăхра сире хăвармаççӗ. Çакăн пек чух ан хирӗçлӗр вӗсене. 

РАК 22.VI-22.VII 
Çӗнӗ ӗç пуçлама ăнăçлă вăхăт. Кил-тӗрӗшре сиксе тухакан ыйтусене татса пама меллӗ вăхăт халь. Финанс лару-тăрăвӗ савăнтарать — пӗр-пӗр ӗçе укçа хывма, пуян çынсенчен пулăшу ыйтма ăнăçлă вăхăт. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 
Халь ăнăçу сирӗн алăра. Ан хăратăр ăна. Сирӗнте вăй-хал çăлкуç таппи пек. Пӗччен сăрт-тăва тепӗр май çавăрса лартма хатӗр, анчах ан васкăр. Таврари çынсемпе канашлăр, вӗсен кăмăлне хăвармалла мар. 
ХӖР 23.VIII-22.IX 
Ку эрнере пурнăç таппи вăйлă сирӗнте. Çакна пула чăкăлтăш самантсем те сиксе тухӗç, анчах ку тапхăра палăртнă ӗçсене пурнăçлама чăрмантараймӗç вӗсем. Ытларах уçăлса çӳремелле, лавккасене çитӗр, хаклă чулсем туянма хушмаççӗ çăлтăрсем, ыттине юрать.

ТАРАСА 23.IX-23.X 
Çак кунсем ытла мăраннăн, кичеммӗн иртнӗн туйăнать. Вӗсемпе те усă курма пулать теççӗ çăлтăрсем — хутсемпе ӗçлеме налогсемпе ытти тӳлевсене хупма, кил-тӗрӗшри вак-тӗвек ӗçсене пурнăçлама аван. Çывăх çыннăрсемпе пулăр, хирте, вăрманта уçăлса çӳрӗр. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 
Сирӗнтен чылайăшӗ хăйне мӗн кирлине пӗлмест. Халь кăна вăйпитти туятăр, темӗн тума хатӗр, унччен те пулмасть пуçăра усатăр — шутланине пурнăçлама вăй-хал çитменни кăмăлăра хуçать. Ӗçӗрте ӗлкӗрме çук пурнăçламалли нумай, анчах хыпăнса ӳкме кирлӗ мар.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 
Хирӗçӳсенчен, çивӗч ыйтусене татса парассинчен айккинче юлас килсен те май пулмӗ. Пулса иртекен ӗçсене хастар хутшăнса хăвăрăн шухăшăра хӳтӗлеме тивет. Тӳрӗ кăмăллă пулăр, тӗрӗслӗхе мала хурăр. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 
Çăлтăрсем ку эрнере ӗçре улшăнусем пуласси çинчен калаççӗ. Тен, ӗç вырăнне улăштарма та тӳр килӗ. Анчах малтан тӗплӗн шутлăр, туйăмсем хыççăн кайни сиен кӳрӗ. Инçе çула тухма хушмаççӗ çăлтăрсем, йывăррăн иртӗ вăл.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 
Ытлашши шаннипе, шухăшсем сапаланчăк пулнипе хирӗçӳсем те сиксе тухаççӗ, кил-çуртра суранланасси, аварие лекесси те пулӗ. Хăвăра мӗн каланине тимлӗн итлӗр, иккӗленӳллӗ хыпара ан шанăр. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 
Ку тапхăрта питӗ асăрхануллă пулмалла. Ют çын сире сиенлӗ витӗм кӳме пултарать, халӗ пӗлмен çынсемпе хутшăнманни аванрах сирӗншӗн. Лăпкă, чăтăмлă çынсене планетăсем ытларах пулăшӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп