Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Элмет (Альметьевский)

Элмет район пуçлăхне «хăта» турӗç

(Ирина Кузьмина. Элмет) Элмет муниципаллă район пуçлăхӗ Айрат Хайруллин Патраклă ялӗнче çулсерен иртекен Кама леш енчи тӗне кӗмен чăвашсен «Учук» уçă фестивалӗнче хăй валли çакăн пек сюрприз хатӗрленине кӗтмерӗ те пуль. Унăн вара кунта чăнах та хӗр ăсатма та, çӗнӗ хăта пулса кӗпе тăхăнма та тиврӗ. Патраклăсем хăйсен ялӗн историне...

(Ирина Кузьмина. Элмет)

Элмет муниципаллă район пуçлăхӗ Айрат Хайруллин Патраклă ялӗнче çулсерен иртекен Кама леш енчи тӗне кӗмен чăвашсен «Учук» уçă фестивалӗнче хăй валли çакăн пек сюрприз хатӗрленине кӗтмерӗ те пуль. Унăн вара кунта чăнах та хӗр ăсатма та, çӗнӗ хăта пулса кӗпе тăхăнма та тиврӗ. Патраклăсем хăйсен ялӗн историне ватти-вӗттине явăçтарса театрализацилесе кăтартни кăçалхи фестивалӗн «фишки» пулчӗ тесен те юрать. Ял никӗслевçи Серке виçӗ ӗмӗр ытла каялла кунта хăйӗн пысăк çемйипе (тăхăр ывăлӗпе тата хӗрӗпе) Хусан хӗрринчен Христианство йышăнасран тарса, япалисене лаша çине тиесе килсе тӗпленнине, ывăлӗсем уйрăлса тухса Пӳсрекпе Миннибаево ялӗсене никӗсленине, тӗне кӗнӗ чăваш Макар яла килсе çырма леш енчи тăвайккине вырнаçнине, ӗçне, йăли-йӗркисем таранах ӗнентерӳллӗ кăтартса пачӗç. Пултараççӗ патраклăсем тӗлӗнтерме! Вырăнти Культура çурчӗн директорӗ Людмила Савастьянова каланă тăрăх, ку представление вӗсем питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ. Ятарласах архив докуменчӗсемпе паллашнă, интернетра та сахал мар вуланă, халăхпа канашланă. Йăласемпе кӗлӗ сăмахӗсене вара хăйсен ялӗнчисене кăна усă курнă. Шăпах патраклăсен «чăваш туйӗнче» район пуçлăхне А. Р. Хайруллина чăваш йăлипе хӗр енчи хăта туса çӗнӗ кӗпе тăхăнтартрӗç те.

Представление вырăнти «Тамаша» театра, «Çеçпӗл» ансамбле çӳрекенсем кăтартрӗç, вӗсене Элмет хулинчи «Туслăх» ансамбль пулăшрӗ.
Паллах, ку представлени «Учукăн» культура пайӗ кăна пулчӗ. Тӗп мешехе вара чуклемеччӗ. Чăн та, вăл çын куçӗ валли мар, унта ваттисем кăна хутшăнаççӗ. Çавăнпа ăна ирхине ирех, халăх пуçтарăниччен ирттереççӗ. Урăхла каласан, спонсорсен пулăшăвӗпе туяннă вăкăра пусса чӳк тăвиччен, ялти ватăсем Г.Т. Бикбова, О.И. Васильева, А. Горшкова тата ыттисем Пӳлӗхçе кӗлтуса акнă тырăсене шăтма çителӗклӗ çумăр, тыррине пухса илме, кайран унран çăнăх туса çăкăр пӗçерме сывлăх ыйтрӗç.

Сăмах май, унччен тӗп йăлана пурнăçлаканни ялти чи хисеплӗ ватă, 93-ри Унеслу Сидулловна Сатыбалова пулнă-ха, кăçал вара сывлăхӗсем япăхланнипе килеймен. Вăл çак йăлана Ультепи Васильевăна вӗрентсе хăварать иккен.

«Учук» йăлине пăхма Шупашкартан ятарласа килнӗ халăх академикӗпе В.П. Станьялпа Э. Патмар çыравçă ирхине 4 сехетрех çитнӗ-мӗн.

- Архивсенче çырса хăварнисем пур-ха, кунта йăла чӗрӗ халлӗн упранать. Кунти мăчаварсем питӗ йӗркине пӗлеççӗ, уни-куни ним пӗлмен карчăксем мар, йăлтах чухлаççӗ, - терӗ Виталий Петрович учук йӗркине хакласа.

11- мӗш хут иртекен «Учука» хăнасем те сахалăн килменччӗ. Халăха чи малтан район пуçлăхӗ А.Р.Хайруллин саламларӗ. Патраклă ял библиотекарьне А. И. Минюхинăпа çак ялăн пултаруллă çыннине Н.И. Искенеева Хисеп хучӗпе чысларӗ вăл, Патраклă Культура çуртне 100 000 тенкӗ сертификат пачӗ. ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн çамрăксемпе ӗçлекен пайӗн ертӳçи А. П. Носков районти чăваш культурине аталантарма пулăшнăшăн район администраци пуçлăхне А.Р.Хайруллина ТР ЧНКАн Тав хучӗпе чысларӗ, Патраклă Культура çуртне 20 чăваш костюмӗ пачӗ.

Хусанти Туслăх Çурчӗн этнокультура уйрăмӗн заведующийӗ Г.И. Гаянов та пушă алăпа килменччӗ. Вăл Чăваш Сиреньел Культура çурчӗн директорне Л. С.Макаровăна Хисеп хучӗпе чысланисӗр пуçне районти ЧНКЦна 20 пин тенкӗлӗх сертификат та парнелерӗ. Республикăн йăлари культурин аталану центрӗн представителӗ Л.Х. Зиганшина та пултаруллисене ТР Культура министерствин Тав хучӗсем парса хавхалантарчӗ.

Пуçтарăннă халăх ялти чи ватă çынна, 93-ри Унеслу Сидулловна Сатыбаловăна ура çине тăрсах саламларӗ. Район ертӳçи парнене - мамăк шеле - çурăмӗ çине уртса ячӗ.

Ял историйӗн театрализациленӗ представленийӗ пӗртен-пӗр çӗнӗлӗх марччӗ кăçалхи фестивалӗн. Ялти чи пысăк çемьесене те сцена çине кăларчӗç. Вӗсем Александровсем, Бикбовсем, Айкинсемччӗ. Çемьесем пысăк пулнăран «Учук» сцени çине пурте шăнăçаймарӗç те. Александровсем хăйсем кăна çемьере пурӗ 95-ӗн иккен. Йăх пуçӗн Падиряк Емельяновичăн кăçал июнӗн 12-мӗшӗнче 28-мӗш кӗçӗн мăнукӗ çуралнă.

Фестивале яланхи пекех ялти, районти, республикăри чăваш ансамблӗсем хăйсен юрри-кӗввипе тата хитререх турӗç. Çаплах Шупашкартан В. Христофоров хăйӗн «Янра, юрă» ушкăнӗпе килсе çитрӗ, халăх унăн концертне курса савăнчӗ.

Паллă ӗнтӗ, фестивалӗн кульминацийӗ 9 хуранта пиçнӗ учук пăтти çиесси пулчӗ. Ваттисем ӗлӗкхи йăлапа ваттисене асăннă хыççăн фестивальти кашни çынна пăтăпа хăналарӗç. Çапла ыйтрӗç патраклăсем мӗнпур ял-йыш, йăхташ валли ырлăх-сывлăхпа лайăх тухăç çӳлти пӳлӗхçӗрен кăçал.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев