Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Элмет (Альметьевский)

Олимпиецсем, ерӗспелсем сирӗнпе!

Пхенчханра пуçланнă Олимпиадăра, шел пулин те, Раççей гимнне илтеймӗпӗр. Халăхсем хушшинчи Олимп комитечӗ (МОК) пирӗн чи вăйлă спортсменсенчен нумайăшне Олимпиадăна хутшăнтармарӗ. Кайнисене те Раççей символӗпе (патшалăх ялавӗ, гимнӗ) усă курма чарчӗ. Анчах та Раççей çыннин чунне нимӗнле санкци те таптаймасть: эпир пулнă, пур, пулатпăр. Олимпиадăна кайнă спортсмене тӗрев парас тесе...

Пхенчханра пуçланнă Олимпиадăра, шел пулин те, Раççей гимнне илтеймӗпӗр. Халăхсем хушшинчи Олимп комитечӗ (МОК) пирӗн чи вăйлă спортсменсенчен нумайăшне Олимпиадăна хутшăнтармарӗ. Кайнисене те Раççей символӗпе (патшалăх ялавӗ, гимнӗ) усă курма чарчӗ. Анчах та Раççей çыннин чунне нимӗнле санкци те таптаймасть: эпир пулнă, пур, пулатпăр.

Олимпиадăна кайнă спортсмене тӗрев парас тесе пин-пин Раççей çынни паян йӗлтӗр çине тăчӗ. Кашни регионта, пирӗн республикăри хула-районсенче те, «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăрту иртрӗ. Хусантан кăна - 20 000, Тутарстанра пурӗ 150 пине яхăн çын хутшăнчӗ унта. Хусанти ăмăрту кăçал «Локомотив» (Юдино) стадионра иртрӗ. Хусансем Олимпиадăри спортсменсемпе пӗрле пулнине малтан флешмобпа - Олимп çаврашкисем пек тăрса тухса - пӗлтерчӗç. Çакăн пек пулчӗ пирӗн хурав МОК санкцине хирӗç.

« Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăртăва Элмет районӗнчи Ерӗспел ял çыннисем те хăйсен ялӗнче ирттерсе Олимпиадăна кайнă спортсменсене тӗрев пачӗç, вӗсене шаннине пӗлтерсе нихçанхинчен вăйлăрах ăнăçу сунчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев