Пенси укçине «ӳстернӗ»
Çынна хамăра шаннă пек шанма хăнăхни такăнтарать те пире. Йӗрке хуралçисем массăллă хыпар хатӗрӗсем урлă асăрхаттарнине нумай чухне хăлхана та чикместпӗр. Элметре пурăнакан 60-ти хӗрарăм та акă, пенси укçине «ӳстернине» шаннине пӗлтерет ТР ШӖМӗн пресс-служби. Октябрӗн 12-мӗшӗнче ăна пӗр çын телефонпа шăнкăравласа Пенси фончӗн сотрудникӗ пулнине каланă. Унтан савăнăçлă хыпар...
Çынна хамăра шаннă пек шанма хăнăхни такăнтарать те пире. Йӗрке хуралçисем массăллă хыпар хатӗрӗсем урлă асăрхаттарнине нумай чухне хăлхана та чикместпӗр. Элметре пурăнакан 60-ти хӗрарăм та акă, пенси укçине «ӳстернине» шаннине пӗлтерет ТР ШӖМӗн пресс-служби. Октябрӗн 12-мӗшӗнче ăна пӗр çын телефонпа шăнкăравласа Пенси фончӗн сотрудникӗ пулнине каланă. Унтан савăнăçлă хыпар пӗлтернӗ - пенси укçине ӳстернӗ! Çӗнӗрен шутланă укçана куçарма ăна банк карттин реквизичӗсем кирлӗ иккен. Кӗтмен çӗртен йăтăнса аннă савăнăçпа хавхаланнă хӗрарăм, паллах, банк реквизичӗсене нихăçан та, никам та каламалла маррине мансах кайнă.
Аферистсен аллине лекнине вăл тепӗр темиçе кунран кăна пӗлнӗ-ха. Ӳстернӗ пенси укçи çитнипе çитменнине тӗрӗслеме пуçланă та картта çинче пухăннă мӗнпур укçи (64 415 тенки) çухалнине асăрханă. Пулăшу ыйтса вăл тӳрех полицие кайнă-ха, анчах укçана каялла тавăрасси иккӗленӳллӗ. Йӗрке хуралçисем абонент Тула облаçӗнче регистрациленине палăртнă, анчах унпа хуть кам та шăнкăравлама пултарнă-çке. ТР ШӖМӗ тепӗр хут аса илтерет: Пенси фончӗ кун пек йышăнăва нихăçан та телефонпа шăнкăравласа та, килӗрен çӳресе те пӗлтермест, нихăçан та банк карттин реквизичӗсене те ыйтмасть.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев