Чӗлхене мӗнле упраса хӑвӑрма пулать?
Шкулта ирӗклӗ е ирӗксӗр вӗрентесси пирки саккун йышӑнни кунта витӗм кӳмест. Килте калаҫмасан чӗлхене шкулпа кӑна упраса хӑвараймастпӑр.
Пирӗн халӑх чӗлхене хӑвӑрт ҫухатса пынинче Мускав та, Шупашкар та, Хусан та айӑплӑ мар. Самани ҫапла. Ҫынсем, эпир улшӑнса пыратпӑр. Ним ҫукранах вырӑс сӑмахӗсемпе усӑ курма тытӑнатпӑр. Ку ахальтен пулса иртмест, пире йӗри тавра вырӑс чӗлхи хупӑрласа илнӗ. "Сувар" (е ытти чӑвашла хаҫата) вуламан, Наци телевиденине курайман, радионе итлеймен ҫыннӑн вӑл пуҫӗнче кӑна.
Ачасен камран вӗренмелле чӗлхене?
Эпир хамӑр та килте чӑвашла тӗрӗс, таса калаҫмастпӑр вӗт: кашни предложени урлӑ
"Канешнӑ", "Мушӗт" тата ытти те. Сӑнанӑ-и хӑвӑра? Чӑвашла таса калаҫаякан ватӑсемпе пӗрле пурӑнасшӑн мар, кинсем ҫӗнӗ пӳрт тутараҫҫӗ кӗрӳсене. Камран чӗлхе илемне туймалла пепкен?
Аттепе анне ӗҫре чухне ачана интернетпа телевизор хӑш чӗлхепе "воспитани" панине эсир манран лайӑх пӗлетӗр. Шкулта 2-3 сехетпе вӗсем чӑнтан вӗренеймеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен унӑн кирлӗлӗхне туймаҫҫӗ.
Ҫавӑнпа хурланатпӑр та ачасен чӑвашла пуплевӗнчи синтаксис улшӑнса пынишӗн. Вӗсем пирӗнпе чӑвашла калаҫнӑ чух вырӑсла шухӑшлаҫҫӗ:" Хӑҫан эпӗ шкула кайрӑм, эпӗ унта юлташа куртӑм". "Эпӗ шкула кайсан юлташа куртӑм" мар, "Когда я пошёл в школу, я увидел друга". Ҫавӑнпа та паян ялта чӑвашла вӗренекен ача та чӑваш чӗлхине тӑван чӗлхе пек мар, ют чӗлхе пек вӗренет тесе пӗтӗмлетӳ тума пулать. Вырӑс чӗлхи никӗсӗнче. Тен, эпӗ йӑнӑшатӑп пулӗ, анчах И. Я. Яковлев пире урӑхларах вӗрентсе хӑварнӑччӗ мар-и?
Эпир ачасемпе чӑвашла тӗрӗс калаҫмастпӑр, вӗсем йӑнӑш калаҫнине тӳрлетместпӗр пулсан, ӑҫтан чӗлхе пӗлӗвне илмелле вӗсен? Мӗн кӗтмелле вӗсем ӳссе-ҫитӗнсе ача ҫуратма тытӑнсан?
Ӗлĕк, тахçанах, шкулсемте пулман, ачасем аслисенчен чĕлхе тăварне ĕмсе илнĕ. Чĕлхе вăл вырăсла каласан средство общения и передачи информации. Шкултата, телевизортата, телефонрата, компьютертата калаçупа информаци вырăсла пулсан, вӗсен вăхăт шайĕ 90% çитсен, чăваш чĕлхин ăçта каймала? Тен цивилизацинчен тарса резервацие хупăнмала? Ун чух чĕлхерен малтан хамăр пĕтетме пултаратпӑр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев