Çулталӑк пуçланнӑранпа республикӑра çул çитмен ачасене экстремизма явӑçтарнӑ 27 уголовнӑй ӗç пуçарнӑ. Кун çинчен Республикӑн терроризма хирӗç комиссин ертӳçи Ильдус Гараев журналистсемпе тӗл пулсан пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ачасене усал шухӑшлисем социаллӑ сетьсемпе мессенджерсенче, онлайн-вӑйӑсенче укçапа илӗртсе закона хирӗçле ӗçсем тума хӗтӗртеççӗ.
Самокатпа ярӑннӑ ача инкеке лекнӗ
Хусанти «Светлая долина» пурӑнмалли çурт-йӗр комплексӗнче çак кунсенче самокатпа ярӑнакан 7–8 çулти арçын ача кӗтмен çӗртен çул çине сиксе тухнӑ. Çав вӑхӑтра водитель машинине чарса ӗлкӗрейменнипе ачана çапса хӑварнӑ. Телее, вилмелле мар. Васкавлӑ пулӑшу ачана больницӑна илсе кайнӑ.
16-ри икӗ хӗрача хӑйсем çине алӑ хунӑ
Ку пысӑк инкек Мамадыш районӗнче ноябрӗн 17-мӗшӗнче пулнӑ. Хӗрсен ӳчӗсене Пузанка сӑрчӗ çинче тупнă. Хальлӗхе паллӑ пулнӑ тӑрӑх, Мамадышри политехника училищинче вӗреннӗ вӗсем. Хӑйсем çине алӑ хунин сăлтавӗ – пӗр çултисен хушшинче килӗшӳ çукки пулма пултарать. Трагедин сӑлтавӗсене тӗпчеççӗ, следстви пырать.
Нет комментариев