Мускавра чӑвашсен анлӑ ларӑвӗ иртрӗ
Тӗп хыпар

Мускавра чӑвашсен анлӑ ларӑвӗ иртрӗ

Мускаври Раҫҫей Халӑхӗсен Ҫуртӗнче ҫӗршыври чӑвашсен наципе культура автономийӗн Канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна федераллӑ организацин ертӳҫи, Раҫҫей Паттӑрӗ Николай Гаврилов ертсе пычӗ.

 Пухӑннисем автономи йышне регионсенчи ҫӗнӗ организацисене сасӑласа кӗртрӗҫ: ку вӑл Омск хулинчи вырӑнти ЧНКА тата Мускаври ЧНКА. Кун йӗркинчи тӗп ыйту - Федераллӑ автономин съездне ирттерессиччӗ.

Тӗплӗн канашланӑ хыҫҫӑн пухӑннисем ӑна 2027 ҫулхи апрелӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта ирттерме йышӑнчӗҫ. Аслӑ пухӑва хатӗрлеме ҫичӗ ҫынран тӑракан йӗркелӳ ушкӑнне те суйларӗҫ канашлура, унта ТР ЧНКА Канашӗн пӗрремӗш ҫумӗ Константин Малышев та кӗчӗ.  Ҫавӑн пекех делегатсен квотине те палӑртрӗҫ: регионти чӑвашсен шутне кура 3-5 ҫын таран., вӗсенчен пӗри - ҫамрӑксен лидерӗ пулмалла. 

Канашлу умӗн Раҫҫейри яш-кӗрӗм хушшинче таса кӑмӑл-сипет пахалӑхӗсене упраса ҫирӗплетес темӑпа семинар иртрӗ. Унта автономи пайташӗсем патриотизм енӗпе мӗнлерех ӗҫ илсе пыни ҫинчен каласа пачӗҫ. Ку чухне ҫамрӑксемшӗн чи лайӑх тӗслӗх - хӑйсен хушшинчи ҫын пулни каламасӑрах паллӑ. Вӗсем пирӗн ҫук мар, ҫав шутра СВО паттӑрӗсем те.


чуваши России

Нет комментариев