2026 çулхи авăн уйăхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта ЧР тава тивӗçлӗ артисчӗ (1990 çул), Чăваш музыка обществин тава тивӗçлӗ деятелӗ (1995), Раççей Писательсен союзӗн тата Чăваш композиторсен ассоциацийӗн пайташӗ, чăваш наци ăслăлăхӗпе ӳнер академикӗ, 83 çул урлă каçнă Геннадий Леонтьевич Никифоров-Эсекел пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ.
Хирти Кушкă пурнăç панă тенор
Геннадий Леонтьевич Никифоров пултарулăхӗ икӗ çунатлă – вăл юрăçă тата илемлӗ сăмах ăстиччӗ. Хăйӗн хайлавӗсене Эсекел псевдонимпа çырса тăчӗ. Геннадий Никифоров 1943 çулхи нарăсăн 15-мӗшӗнче Тутарстан Республикинчи Пăва районне кӗрекен Хирти Кушкă ялӗнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшӗ енчи тăванӗсем юрă-ташăпа питӗ туслă пулнă.
Ашшӗ, Леонтий Петрович, сӗрме купăспа ăста каланă, ăна районӗпех лайăх пӗлнӗ. Геннадий ыйхăран ашшӗ калакан сӗрме купăс сассипе вăраннă: илемлӗ те çепӗç кӗвӗсен тӗнчинче ӳснӗ, çамрăк ачан ӗмӗчӗ те илем тӗнчине иленет, юрлас кăмăлӗ канăç памасть. Ашшӗ кӳрсе килнӗ пластинкăсенче Михаил Александрович тенор юрлани ăна тыткăнлать, асăннă юрăçăн сывлăш çаврăнăшӗсене итлесе янравлă саспа юрлама хăй тӗллӗнех хăнăхать.
1957 çулта Мускаври Пӗтӗм тӗнчери çамрăксен фестивальне хатӗрленнӗ май Хусанта 79 районтан пуçтарăннă çӗнтерӳçӗсен концертӗнче Геннадий Никифоров 1-мӗш вырăн йышăнать. Музыка енӗпе вӗренес туртăм канăç памасть çамрăка. Анчах та пурнăç урапи шутласа хунă пек кусмасть çав. Элшел вăтам шкулӗнчен вӗренсе тухсан Геннадин юрăçа вӗренес ӗмӗчӗ сасартăк татăлать. Хирти Кушкăри Никифоровсен çурчӗ тӗпренех çунса кӗлленет. Ирӗксӗрех çывăхри Пăва хулине çитсе ветеринари техникумне вӗренме кӗрет. Кунтан яла çӳреме инçе мар, килтисене пулăшма та майлăрах.
Сăнарсем-арисем
Техникумран вӗренсе тухсан Геннадий Никифорова совет çарне илеççӗ. Каунаспа Рязань хулисенче хӗсметре пулать. Десантник. Юрлас ӗмӗтне вăл чаçри концерт бригадинче туптать. Çартан таврăнсан ăна Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне хор артисчӗ пулма илеççӗ. Çав çулхинех вăл музыка училищине вӗренме кӗме ăнтăлать, анчах та ансамбльте тенорсем сахал пулнăран ăна училищӗне илмелле мар тесе экзаменаторсене асăрхаттарса хунă пулнă.

1979 çулта Геннадий пурпӗр Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗрет. Пултарулăхне кура тӳрех 2-мӗш курсра вӗренме ирӗк параççӗ ăна. Çапла майпа Геннадий тăватă çуллăх программăна виçӗ çултах ăса хывать, С.А.Кондратьев пултаруллă юрăç-педагог класӗнче сассине туптать. Училищӗре куçăн мар майпа вӗреннӗ вăхăтра музыка театрӗнче ӗçлет, диплом илсен те унтах юлать. Юрăçа пысăк рольсемех шанса параççӗ. Франци композиторӗн Г.Планкетăн «Корневильские колокола» опереттинче Гренише ролӗнче.
Унăн пысăк ăсталăхӗ Г.Максимов композиторăн «Энӗш хӗрринче» музыка комедийӗнче – Сергей, «Элпуçӗнчи Нарспи» комедире – Сантăр, А.Орлов-Шуçăмăн «Çӗмӗрт çеçки çурăлсан» опереттинче – Çӳлли тата Лутри ролӗсенче, А.Асламасăн «Шуршăл тăхлачи» опереттинче Андриян Николаев космонавт сăнарӗпе курма пынă халăха сцена çине тухса сахал мар савăнтарнă. Г.Хирбю композиторăн «Нарспи» оперинчи «Алран кайми» кӗреке юрри, «Тухать-и те тухмасть-и» туй юрри чăваш культурин ылтăн фондне кӗрсе юлнă.
Оперăпа балет театрӗнче юрланă вăхăтрах Шупашкарти «Классика» муниципалитет хорӗнче те юрлама вăхăт тупать.
Литературăри утăмсем
Геннадий Никифоровăн иккӗмӗш çуначӗ – литература пултарулăхӗ. Калавпа юмах, сăвăпа пьеса та, повесть те, нумай юрăсен сăввисене çыраканӗ пулса халăхра палăрчӗ вăл. 2010 çулта Геннадий Никифоров-Эсекелӗн «Шырарăм сана, шырарăм» повеçсемпе калавсен тата 2019 çулта «Канăçсăр каç» ятлă кӗнекисем пичетленсе тухрӗç. Иккӗмӗш кӗнекинче Геннадий Эсекелпе Николай Симунов хайланă «Сурпан тӗрри» пьеса, ăна авторсем чăвашсен паллă тӗрӗ ăстине Е.И.Ефремовăна халалланă.

2012 çулта Геннадий Никифоровпа Юрий Кудаков композиторăн «Пин-пин чечек хушшинче» юрăсен пуххийӗ пичетленчӗ. Кӗнекери 26 юрă нотăсемпе тухрӗ. «Ан васка, терӗн», «Ӗмӗтри савнине», «Тăхăрьял çамрăкӗсен такмакӗсем» халăхра анлăн сарăлчӗç.
Тутарстанри чăвашсем Геннадий Леонтьевич Никифоров профессиллӗ юрăçпа тата ăста çыравçăпа мухтанма тивӗçлӗ. Вăл юрланă 80 ытла юрра Чăваш радио фонотеки валли çырса илнӗ, тăтăшах эфирта янăраççӗ вӗсем.
Геннадий Леонтьевич пиртен уйрăлса кайрӗ пулсан та унăн чăваш музыкинчи тата литературинчи ӗçӗсем ӗмӗрех пирӗн халăхра упранӗç. Паллă юрăçа тата çыравçа хăйӗн тăван ялӗн масарӗнче пытарнă.
Юлташӗсен ячӗпе Юрий КУДАКОВ, РФ тата ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, композитор.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Геннадий Эсекел ӗмӗрлӗхех пирӗнтен авăн уйăхӗнче уйрăлса кайрӗ.
Нет комментариев