Аннесем пултаруллă та ӗçчен
Çӗнӗ хыпарсем

Аннесем пултаруллă та ӗçчен

Аннесем çемьене тытса пынисӗр пуçне кун-каçа тӗрлӗ ӗç-пуç та пурнăçлама ӗлкӗреççӗ. Кил ăшшине упраççӗ. Ачисем чирлесен пăшăрханаççӗ, тӗрӗс мар утăм тусан кулянаççӗ.

​​Юрий АДЪЮТАНТОВ сăнӳкерчӗкӗ.Упири Культура çуртӗнче Анне кунне халалласа «Анне пурне те пултарать!» конкурс иртрӗ. Малтанах пухăннисене Пенсионерсен союзӗн вырăнти ертӳçи Ирина Ярзуткина саламларӗ, ырлăх-сывлăх, телей сунчӗ.

Хӗрарăмсем ку уява кил хуçалăхӗнчи ӗçсенчен канма пуçтарăнчӗç. Пӗр-пӗринпе курнăçса калаçни те савăнăç-çке. Кашни пур енӗпе те пултаруллă, ӗçчен пулни палăрчӗ. Тӗрлӗ пуçватмăшра хăйсен ăс-хакăлне тӗрӗслерӗç: çӗрулми шуратрӗç, килти салма çăрса ваккăн касрӗç,  пуканене кипкене чӗркерӗç, сăпка юрри юрларӗç…

​​Юрий АДЪЮТАНТОВ сăнӳкерчӗкӗ.

Сӗтел хушшинче тутлă чей ӗçнӗ май аннесене халалланă юрăсем  юрласа киленчӗç. Çак уявра аннесем савăнчӗç те, кулчӗç те. Эпир аннесене пурте хисеплетпӗр, юрататпăр.

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Упи.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.


Дрожжановский район день матери

Нет комментариев