Марианна Михайлова – «Нечкэбил» финалистки
Çӗнӗ хыпарсем

Марианна Михайлова – «Нечкэбил» финалистки

ТР Раисӗн Рустам Миннихановăн тӗревӗпе иртекен йăлари «Нечкэбил» республика конкурсӗн финалӗ ноябрӗн 21-мӗшӗнче Хусанти «Сайдаш» Культура центрӗнче пулчӗ. Хальхи шучӗпе 21-мӗш, вăл «Я люблю тебя... Жизнь» девизпа иртрӗ. Конкурса кăçал пӗтӗмпе 35 районтан 54 анне хутшăннă.

Çӗпрел чăвашӗсем 

Финала вара 9 районтан 11 анне тухнă. Яланхи пекех кăçал та чăвашсемсӗр иртмерӗ вăл. Çӗпрел районӗнчи Хурăнвар Шăхаль ялӗнчи Марианна Анатольевна Михайлова çемйипе пӗрле хăйсен историйӗпе паллаштарса «Хранительница ценностей» номинацире çӗнтерчӗ. Конкурсăн «Алтын нечкэбил» тӗп титулне вара хальхинче Агрыз районӗнчи Гульназ Галямшина тивӗçрӗ.

Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн, Тутарстанра Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкӗ пулнăран çак тематикăна туллин уçса пама тăрăшрӗç Çӗпрел чăвашӗсем. Район экономикине аталантарма нумай тăрăшнă çынсем вӗсем. Михайлов-асли Федор Николаевич Михайлов, тӗслӗхрен, ӗмӗр тăршшӗпех колхозра малта пыракансенчен пӗри пулнă. Унăн тăрăшулăхне нумай наградăпа, çав шутра ВДНХ медалӗпе те, палăртнă.

Сăнӳкерчӗк Михайловсен  çемье архивӗнчен.

Марианна Анатольевна хăй Çӗнӗ Упи ял хӗрӗ, 1997 çулта Хурăнвар Шăхаль шкулне ӗçлеме килнӗ те Турă çырнине Вячеслав Федоровича тӗл пулса çемье çавăрса кунтах тӗпленнӗ. Паян вӗсем Михайловсен тӗп çуртӗнче пурăнаççӗ. Ачасене шкулта хими, географи, информатика вӗрентет. Вячеслав Федорович вара Мус­каври метрополитен тата ытти кăткăс инженери сооруженийӗсен строительствипе ӗçлекен «Транс­инжстрой» строительство компанийӗн электрогазосварщикӗ. Тӗп хулана вахтăпа ӗçе çӳрет.

Иккӗшӗ те йышлă çемьерен вӗсем. Марианна Анатольевна çемьере виççӗн ӳснӗ-тӗк, мăшăрӗн Вячеслав Федорович пӗртăванӗсем тата нумайрах – улттăн. Михайловсен çемйи тата нумай нациллӗ те: вӗсен çывăх тăванӗсен хушшинче чăвашсем кăна мар, вырăссем, тутарсемпе, марисемпе пӗрлешнисем те пур. Пурте туслă, кашни халăхăн культурине хисеплесе пӗр кил-йышри пек пурăнаççӗ вӗсем. «Нечкэбил – 2026» республика конкурсӗнче хăйсен çак туслăхне çӗнӗ пӳрт ӗçкин йăлинче кăтартрӗç те. Хӗрт­сурта киле мӗнле чӗннинчен пуçласа хăнасене кӗтсе илнине, пиллесе парне пани таранах каласа, кăтартса пачӗç.

– Мана ку конкурса хутшăнса район чысне хӳтӗлеме вӗрентӳ уйрăмӗнчен сӗнчӗç, хирӗçлемерӗм. Эпир ун умӗн, апрель уйă­хӗнче, «Эхо веков» респуб­лика конкурсӗн зона тапхăрӗнче хамăрăн йăх-несӗл историйӗ­пе иккӗмӗш вырăн йышăннăччӗ. Конкурса икӗ çул та хутшăнтăмăр. Малтанхинче районти тапхăрӗнче виççӗмӗш, унтан пӗрремӗш вырăнсем йышăнтăмăр. «Нечкэбил» çак конкурсăн тăсăмех темелле пуль», – каласа парать Марианна Анатольевна.

Республика конкурсӗнче çемье туслăхне çӗнӗ пӳрт йăлине кăтартрӗç

«Нечкэбил-2026» республика конкурсӗн финалне лекнӗшӗн питӗ савăнать вăл. «Наци тумне, хушпу-теветне тăхăнса курни, режиссерсемпе ӗçлесе хамăра сцена çинче хăюллăрах тытса юрласа ташлани хамăр халăхăн культурине тарăнрах ăнланма май пачӗ», – терӗ кун пирки.

Михайловсем конкурса кăçал май уйăхӗнчех хатӗрленеççӗ, пирвайхи тапхăрсене хăйсем тӗллӗнех иртнӗ пулсан финала вара районӗпех хатӗрлентернӗ. Ра­йонти Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçи Галия Ахмедова сценарие тӳрлетӳсем кӗртсе пуянлатнă, репетицисем ирттернӗ, ялти Культура çурчӗ унта машинăпа илсе çӳренӗ. Йăлана кăтартма сцена çине çемйи, çывăх тăванӗсем, культура ӗçченӗсем: С.В.Ильбеева, Т.А. Денисова, С.Н. Батырева, кӳрши Л.П. Емельянова, Куршанкăри купăсçă Б. И. Михайлов, хăйматлăх ашшӗпе амăшӗ Петров­сем, Е.А.Тихонов тата ыттисем, пурӗ 18 çын тухнă.

Сăнӳкерчӗк Михайловсен  çемье архивӗнчен.

– Пуринчен ытла тӗрлӗ халăх çыннисемпе, çемьесемпе, вӗсен культурипе, тумӗсемпе çывăхрах паллашни савăнтарчӗ. Хусана çити çитсе курса хамăртан хамăр тӗлӗнсе таврăнтăмăр», – терӗ Çӗпрел район конкурсантки.

Марианна Анатольевна лайăх мăшăр, ăста педагог тата чи юратнă анне. Йăха тăсакан виçӗ ывăл унăн, çитменнине тата салтак амăшӗ те, çак кунсенче кăна-ха вăталăх ывăлне Дениса çар ретне ăсатнă.

«Эп ачасем усалланнине курман. Ак, Дениса та çара ăсатнă чух тăван-ратне ырă сăмахсемпе мухтаса пехиллесе ячӗç. Аслипе Олегпа вӗсем иккӗшӗ те Хусанта Атăлçи патшалăх физкультура, спорт тата туризм академийӗнче вӗренсе магистратура пӗтерчӗç. Олег пирӗн бокспа тренер тата «Элекон» заводра та ӗçлет. Денис çăмăл атлетика факультетне суй­ласа илчӗ. Вăл та кăçал магист­ратура пӗтерчӗ. Кӗçӗнни Егор шкулта 9-мӗш класра вӗренет-ха», – ачисемпе паллаштарчӗ амăшӗ.

«Хранительница ценностей» номинацире çӗнтернӗшӗн 30 пин тенкӗлӗх сертификат парса чысларӗç Михайловсене. Çак укçапа Марианна Анатольевна хăй тата мăшăрӗ валли чăваш кӗпи çӗлеттерес шутлă.

«Ывăлсем авланман-ха пирӗн, туя тăхăнăпăр, мероприятисене хутшăнма та кирлӗ пулӗ. Опыт пур халь пирӗн, ратнерен, тен, тата кама та пулин ярăпăр ку конкурса», – Хурăнвар Шăхалӗнчи Михайловсен пысăк йăхӗн каласа памалли те, кăтартмалли те тата нумаййине палăртрӗ Марианна Анатольевна.

Мӗнех, эппин Михайловсем çинчен тата илтӗпӗр-ха. Марианна Анатольевнăна вара эпир конкурсра çӗнтернӗ ятпа саламласа тата пысăкрах çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр.

Сăнӳкерчӗксем Михайловсен  çемье архивӗнчен.


Чувашская культура нечкэбил

Нет комментариев