Пиччӗшӗпе йăмăкӗн пӗр паттăр
Çӗнӗ хыпарсем

Пиччӗшӗпе йăмăкӗн пӗр паттăр

«Шкул ачисен чăвашла кинофестивальне» Чăваш Республикинчи Кивӗ Вăрмар ачисем хутшăнаççӗ. Димăпа Мария Николаевсем, пиччӗшӗпе йăмăкӗ, кашни пӗрер фильм ӳкерес кăмăлпа пирӗнпе çыхăнчӗç. Анчах лару-тăру улшăнчӗ курăнать, пӗр хитре, тарăн содержаниллӗ картина ӳкерме йышăннă вӗсем.

Кукамăшӗн канашӗпе 

Ку ӗçре ăслă канаш параканӗ юратнă кукамăшӗ, Кивӗ Вăрмар шкулӗнче чăваш чӗлхипе литературине 39 çул юратса вӗрентекен Людмила Николаевна Алексеева пулчӗ. Кино сценарине çырассине те хăй çине илнӗ вăл. Пытарса тăмăпăр, кинооператор тивӗçӗсене Людмила Николаевна пурнăçлать. Монтажне тăваканни Дима Николаев. Ку кинона ӳкерекенсен тăванла çыхăнăвне пăхса çемье картини тени тӗрӗс пулӗ.

Сăнӳкерчӗк Николаевсен архивӗнчен.

Людмила Николаевна «Сувар» чăваш шкул ачисен хушшинче кинофестиваль ирттерни çинчен Вăрмар районӗнчи учительсен соцсетьри ушкăнӗнчен пӗлнӗ. Хăйӗн мăнукӗсене çакăн пек интереслӗ проект пурри çинчен каласа панă. Ачасем хăйсен вăйне тантăшӗсемпе виçсе пăхас тенӗн, кинофестивале хутшăнма кăмăл тунă. 

Паттăр çинчен ӳкереççӗ

Фильма «Манăн герой» темă­па ӳкернӗ. Ачасем хăйсен ялӗнчи паттăр Александр Михайлович Илларионов çинчен каласа параççӗ. 2008 çулта çар хӗсметӗнче тăнăскер, демобилизаци кунӗ çитсен Александр РФ Оборона министерствипе малашне те çар ретӗнче юлма килӗшсе контракт çырнă.  Çав самантран ăçта кăна пулма тӳр килмен-ши ăна? Сивӗ çӗрте, хӗрӳ точкăсенче, çав шутра Сирире те, пулнă.

Ятарлă çар операцийӗ пуçлансан унта çул выртнă. Паттăр чăвашăн малашлăхне вилӗм алли тытса чарнă, амăшне, тăванӗсемпе ял-йыша чун чăтайми хуйхă кӳнӗ. Çак пархатарлă салтакăн çутă сăнарӗ çинчен кино ӳкернӗ те Димăпа Мария Николаевсем. Ачасен ашшӗ те хăйӗн тăван килӗнчен аякра. Виççӗмӗш çул Алексей Николаев тăшманпа çапăçать. Ачисем, мăшăрӗ Диана унпа çыру çӳретсе, телефонпа калаçса йăпанаççӗ. Çемье пуçӗ кӗске отпуска таврăнни пуриншӗн те телей. Анчах чун каниччен пӗр-пӗринпе савăнма та ӗлкӗреймеççӗ – татах çула пуçтарăнмалла…

Пӗртăван Николаевсем

Пиччӗшӗ йăмăкӗнчен икӗ çул аслăрах. Пит нумай мар, туслашма нумай сăлтав тупма пулать. Димăпа Маша чăнах та туслă, пиччӗшӗ интересленекеннисем Машăшăн та кăсăк. Шкулта Димăн юратнă предмечӗ математика иккен. 6-мӗш класра вӗренекенскер, вăл икӗ çул самбо спорчӗпе аппаланать, пӗрремӗш çитӗнӳсем, çӗнтерӳсем пур та ӗнтӗ. Ялӗнчен икӗ километрти Вăрмар поселокне тренировкăна çӳреме кăшт та ӳркенмест Дима.

Сăнӳкерчӗксем Николаевсен архивӗнчен.

Маша та Вăрмар поселокне хушма пӗлӳ илме çӳрет. Тăватă çул искусствăсен  шкулӗнче вӗренет. Ытларах Машăна живопись урокӗсем кăмăла каяççӗ. Пейзаж ӳкерме юратать хӗрача. Уйрăмах çуркуннепе вăранакан çутçанталăк илемӗсене ӳкерме килӗшет ăна. Ытларах чухне гуашь е акварель сăррисене суйласа илет.

Пушă вăхăтра Маша кино пăхма килӗштерет. Ăна «Моана» илемлӗ фильм питӗ кăмăла каять. Унта хитре вырăнсене – вăрмансемпе шывсене пăхса ытараймăн. Тӗп сăнар Моана шăпи çинчен каласа паракан сюжет пăхма кăсăк. Шкулта 4-мӗш класра вӗренекен Мария Николаева ташă кружокне те çӳрет. Юлташӗсемпе (хăйӗнпе пӗрлех вӗренеççӗ) ташлама та, юрлама та юратаççӗ вӗсем. 

Сăнӳкерчӗк Николаевсен архивӗнчен.

Хӗрачашăн пиччӗшӗ тӗслӗх пулни курăнать, Маша та Дима пекех спортпа, кӗрешӳпе аппаланать. Анчах вăл самбо мар, каратэ суйласа илнӗ. Дима пекех Чăваш Республикинчи «Лучший на селе»  пултаруллă ачасемпе çамрăксем валли йӗркелекен конкурса кашни çулах хутшăнать. Ял, район шайӗнче çеç мар, республикипе илсен те чи маттурри пулса икӗ хутчен Шупашкарта чаплă лару-тăрура вăл та Дима пекех наградăсене тивӗçнӗ.  

 

Сăнӳкерчӗксем Николаевсен архивӗнчен.

 


Чувашский школьный кинофестиваль

Нет комментариев