Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чутах урăх халăх çынни тесе çыратчӗç

Кун пек пăтăрмах ан пултăр тесен, чăвашăн хăйӗн хăш халăх çынни пулнине каламалла

Эпир арăмпа Азнакай хулинчи Яна Юл поселокӗнче хамăр лартнă çуртра пурăнатпăр. Çырав пуçлансан пирвайхи кунсенчех переписчиксем çӳреме пуçларӗç. Каçпа пӗрре çапла эпӗ залра телевизорпа çӗнӗ хыпарсем пăхса ларатăп. Прихожăйра ют çын сасси илтсен унта тухрăм. Пирӗн пата переписчик килнӗ-мӗн. 40 çулсенчи тутар хӗрарăмӗ, фирмăллă атрибучӗсем – шарфӗ, жилечӗ, сумки, хушаматне çырнă бирки – йăлтах пур.

Манăн арăм тутар, çавăнпа калаçу тутарла пырать. Анкета ыйтăвӗсем çине арăм хуравлать, переписчик вара планшечӗ çине çырса хурать. Манран та ыйтать: пӗлӳлӗх, пурăнмалли условисем… Эпӗ тутарла лайăх калаçатăп, çавăнпа тутарла хуравлатăп.
Ӗç вӗçленнине систерсе переписчик кайма пуçтарăнчӗ.
– Çырав пӗтрӗ те-им? 33 графа тултармалла терӗç те…
– Ак, аппа анкетăри пӗтӗм ыйту çине хуравларӗ-иç, – терӗ хайхискер мăшăрăм çине кăтартса.
– Манăн нацие епле çыртăр вара?
Планшетне пăхрӗ те калать хайхи:
– Тутар. Мӗн, тӗрӗс мар-им?
– Паллах тӗрӗс мар. Эпӗ – чăваш, тăван чӗлхе те – чăвашла.
– Эпӗ эсир тутар мар тесе иккӗленмерӗм те, пит лайăх калаçатăр та тутарла. Куллен калаçакан чӗлхе – тутарла-и?
Çапла пулмасăр, арăм тутар. Переписчик планшетне уçса манăн даннăйсене тӗрӗслерӗ. Анчах мана алă пустарса çирӗплетмерӗ. Çакна кура манра иккӗленӳ юлчӗ: кайран планшетри мӗнпур даннăйсене улăштармӗç-ши?
Чăнах та, эпӗ чăвашла пачах калаçмастăп тесен те юрать вӗт. Уйăхне пӗрре тăван Çутă Кӳлӗ ялӗнче пулатăп, çавăнта кăна тăраниччен чăвашла калаçатăп. Азнакайне килсен 2-3 кун çынсене тӗлӗнтерсе çăвартан чăвашла сăмахсем тухаççӗ вара.
Сăмах май, Азнакай районӗнче пурӗ 60129 çын пурăнать. Вӗсенчен 86,1 проценчӗ – тутарсем, 11,2 проценчӗ – вырăссем, 0,5 проценчӗ – чăвашсем.
Чăвашсем нумайăн пурăнакан ялсенче, хуласенче çырав тӗрӗс пырать тесе шутлатăп, анчах чăваш сахал пурăнакан тӗрлӗ хуласенче тӗрӗс пулаймасть: вырăсла ятлă, хушаматлă 1-2 çынлă çемьерен нацине ыйтса та тăмӗç тетӗп. Кун пек пăтăрмах ан пултăр тесен, чăвашăн хăйӗн хăш халăх çынни пулнине каламалла.

Ухтияр ИЛЮХИН.
Азнакай.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев