Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш инстаграм-блогерӗсем

Шупашкарпа Хусантан пуҫласа Екатеринбургпа Мускава ҫитиччен

Borisovae1 – Эльвира Борисова. 33,2 пин ҫын ҫырӑннӑ.
Пикене пурте унӑн видеороликӗсенчен пӗлеҫҫӗ. Эльвирӑн чи паллӑ образӗсем хушшинче - ял хӗрӗ Мариванна тата ял каччи - Энтри. Блогер хӑйӗн ӗҫӗсемпе нумай ҫынна савӑнтарать, култарать, нумай лайксем пухать. Эльвира Чӑваш Енре ҫуралнӑ, халӗ Мускавра пурӑнать.

Chuvishen.kka – Ксения Кошелева. 7,7 пин ҫын ҫырӑннӑ.
Пике Чӑваш Енре ҫуралнӑ, анчах халӗ Мускавра пурӑнать. Ксения блогер кӑна мар, вӑл тата талантлӑ иллюстратор. Унӑн ӳкерчӗкӗсене курман ҫын та ҫук пуль ӗнтӗ чӑваш интернӗтӗнче. Ксения инстаграм та, ютуб-канал та ертсе пырать. Унсӑр пуҫне пике хитре чӑвашла открыткӑсем кӑларать.

Chavashtv – Константин Доброхотов. 39,5 пин ҫын ҫырӑннӑ.
Константин Чӑваш Ен тата ҫумри регионсем тӑрӑх чӑвашсем пирки видео ӳкерсе ҫӳрет,паллӑ чӑвашсенчен интервью илет. Инстаграмсӑр пуҫне каччӑ ТикТокра чӑвашла контент кӑларать. Блогер ҫемйипе Шупашкарта пурӑнать, видеограф пулса ӗҫлет тата чӑваш филологи факультетӗнче ӗҫлет.

Olya_kvashi_ - Ольга Леонтьева. 8,7 ҫын ҫырӑннӑ.
Пике Пушкӑртра ҫуралса ӳснӗ, анчах халӗ Екатеринбургра пурӑнать. Оля кулӑшлӑ чӑвашлавидеосем ӳкерет, анчах та юлашки вӑхӑтра контент кӑларма пӑрахрӗ. Хӗр ҫӗнӗрен вдохновени тупса пире хӑйӗн ӗҫӗсемпе савӑнтарассине шанатӑп.

Chuvash_piki – Ксения Романова. 9 пин ҫын ҫырӑннӑ.
Ку эпӗ пулатӑп. Эпӗ Хусанта пурӑнатӑп. Халӗ инстаграма "Суварпа" пӗрле чӑвашсем пирки кӑсӑклӑ видеосем кӑларатӑп. Унта ҫынсене диалектсемпе, ӗлӗкхи чӑваш ячӗсемпе, чӑваш юмахӗсемпе паллаштаратӑп тата ытти те.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев