Ик айкки те тӑвайкки
Вăл юлташӗсемпе эрех ӗçнӗ те черетлӗ бутылкăна туянма тесе çывăхри лавккана машинăпа çула тухнă
Аксу районӗнче пурăнакан И.-шӗн эрех ӗçсен ик айкки те тăвайкки ахăр. Унсăрăн ӳсӗрле руль умне, çитменнине пӗрре кăна та мар, ларман пулӗччӗ. Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн патшалăх автоинспекторӗсем арçынна кăçал апрель уйăхӗн çурринче ВАЗ 21093 автомобильпе ӳсӗрле çӳренӗ чух тытса чарнă. Ун чух вăл юлташӗсемпе эрех ӗçнӗ те черетлӗ бутылкăна туянма тесе çывăхри лавккана машинăпа çула тухнă. Юрать-ха, хăрушă инкек патне çитмен, полици сотрудникӗсем тытса чарнипе аслă çул çине тухса ӗлкӗреймен.
Тӗрӗслев вăхăтӗнче вăл çакăн пек майпах маларах йӗркене пӗрре пăсни палăрнă, Хусанти Советски районӗн сучӗ руль умне ӳсӗрле ларнăшăн правине çулталăк та ултă уйăха туртса илнӗ, 30 000 тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Анчах кун хыççăн та тивӗçлӗ пӗтӗмлетӳсем туман курăнать, каллех руль умне, çитменнине ӳсӗрле, ларнă. Ку вара административлă йӗркене пăсни кăна мар – уголовнăй статья.
Хăй айăпӗнчен тунмасть вăл. Суд уголовнăй ӗçе пăхса тухса 240 сехете ӗçпе тӳрленме приговор йышăннă. Чăн та, ӗç вырăнне унăн халӗ обществăлла транспортпа çитме тивет. Мӗншӗн тесен çитес темиçе çул руль умне лараймасть. Суд водитель правине унчченхисӗр пуçне тата икӗ çула туртса илнӗ.
Аксу район сучӗн пресс-служби.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев