Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«КӖМӖЛ САСĂ» КĂÇАЛ МАРТĂН 30-МӖШӖНЧЕ

Чăваш эстрада юррисен Пӗтӗм Раççейри XX «Кӗмӗл сасă» фестиваль-конкурсӗн финалӗ кăçал март уйăхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ çамрăксен театрӗн пысăк залӗнче иртет.

Чăваш эстрада юррисен Пӗтӗм Раççейри XX «Кӗмӗл сасă» фестиваль-конкурсӗн финалӗ кăçал март уйăхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ çамрăксен театрӗн пысăк залӗнче иртессине хыпарлать ЧНК пресс-служби.

Пӗрремӗш тапхăрӗ районсемпе регионсенче февралӗн 18-мӗшӗнчен пуçласа мартăн 18-мӗшӗччен пулать. Финала хутшăнас текенсем заявкăна мартăн 25-мĕшĕччен gongress21@mail.ru ЧНК эл. почтине ямалла. 

Март уйăхĕн 29-мĕшĕнче 15.00 сехетрен пуçласа Шупашкарта, ЧНК çуртĕнче финала хутшăнакансене итлесе çирĕплетĕç.

2-мĕш тапхăр вара март уйăхĕн 30-мĕшĕнче, ирхине 11 сехетре пуçланать. Кунта çĕнтерӳçĕсемпе лауреатсене палăртĕç, гала-концертра юрлакансене суйлĕç. 17.00 сехетре гала-концерт пуçланать.

Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 89176701821; 89278447648.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России