Тӗтӗмӗ тухрӗ пулсан
Тутарстанра патшалăх чӗлхи иккӗ-тӗк, пӗр тан пулмалла тесе шутлаççӗ республика ертӳçисем. Малашне вырăнти тавар çинчи информацие вырăслипе пӗрлех тутарла та çырасшăн вӗсем.
Чӗлхене упраса хăварасси вăл, хуть мӗн калăр та, çӳлтисенчен нумай килет. Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов акă: «Тутар пулма паян намăс мар», – тесе пӗрре кăна каларӗ. Мӗн тетӗр? Хусанти пресс-конференцисем тутарла ирте пуçларӗç вӗт, урам тăрăх утса пыракан ашшӗ-амăшӗ хăйӗн пӗчӗк ачисемпе «кызым», «улым» текелесе тутарлах шăкăл-шăкăл калаçать. Чăнах, çӗр çине тутар пулса çуралнă пулсан, мӗншӗн вăтанмалла тет-ха вӗсен йăх-тымартан, çитменнине президент мăнаçланма хавхалантарать пулсан. Мӗншӗн пирӗн апла мар-ха? Мӗншӗн пӗр чăваш чиновникӗнчен те тем пек кирлӗ çак сăмахсене илтместпӗр?
Çак кунсенче тутарсем тата хытă тӗлӗнтерчӗç. ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ ларура ТР вице-премьерӗ Василь Шайхразиев «Потребительсен правине хӳтӗлесси çинчен» законпа килӗшӳллӗн, республика кăларакан тавар çинчи информацие вырăслипе юнашар тутарла та çырма сӗнчӗ. Чăн та, чиновник ыранах тесе хушмарӗ, мӗншӗн тесен Раççей законодательствипе упаковка, инструкци, этикетка çинчи информаци обязательнăй йӗркепе вырăсла пулмалла иккен, наци чӗлхипе вара кăмăл пуррисем кăна çырма пултараççӗ.
Анчах, вырăс калашле, тӗтӗмӗ тухрӗ пулсан, вучӗ курăнасса та кӗтмелле. Çитменнине Василь Шайхразиев ТАССР 100 çул тултарнине тата эпир Тутарстан Республикинче пурăннине шута илсе ку ӗçе пурнăçламаллине каларӗ. Çапла майпа Тутарстан патшалăх чӗлхисем çинчен закона пăхăннине кăтартмалла имӗш.
Эх, чăвашсенеччӗ кун пек политика... Вӗсем те патшалăх чӗлхине тутарсем пекех хӳтӗлесенччӗ те вӗт. Пӗр чăваш чиновникӗ те пулсан çӳллӗ трибуна çинчен Минниханов пек, «Чăваш пулма паян намăс мар» тенине илтеейӗр-ши хăçан та пулсан? Шел, халăхӗ те, ертӳçисем те кун пек утăм тума пиçсе çитмен-тӗр çав-ха.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев