Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче пурăнакан Леонид Ильичпа Таисия Владимировна АНДРЕЕВСЕМ çемье çавăрнăранпа ноябрӗн 24-мӗшӗнче 25 çул çитрӗ. Юратнă аттепе аннене кӗмӗл туй ячӗпе ăшшăн саламлатпăр! Эсир пирӗншӗн яланах ырă тӗслӗх. 25 çул эсир алла-аллăн утатăр, пӗр-пӗрне ăнланма, хисеплеме пӗлетӗр, çемье ăшшине упратăр. Тӗнчери мӗнпур ырлăха сунатпăр сире. Яланах хаваслă, чунăрсемпе çамрăк пулăр. Ылтăн, бриллиант туйсене те пӗрле паллă тумалла пултăр.
Пӗр-пӗрне савса пӗрлешнӗ,
Çемье тунă юратса.
Ачасем эсир ӳстернӗ
Хăвăрăн ăшша парса.
Саламлатпăр, юрататпăр –
Сирӗн кӗмӗл туй паян.
Савăнăç, телей сунатпăр,
Пулăр сывлăхлă ялан.
Ăшă салампа ачисем, ашшӗпе амăшӗ, Андреевсен, Охотниковсен çемйисем.
Нет комментариев