Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Хӗл Мучин çуралнă кунӗ

Хӗл Мучин çуралнă кунне уявласси ача-пăча хушшинче хăвăрт сарăлса пырать. Пӗлтӗр çак уяв кун Аксу поселокӗн Культура çурчӗн залӗ çурри ытла кăна тулчӗ пулсан, кăçал вара вырăн çитменнипе ура çинче тăракансем те пурччӗ. Пурте Хӗл Мучине сцена çинчен саламласшăн. Кам-тăр сăвăпа, кам-тăр юрăпа, теприсем ал ӗçпе... Саламлама икӗ кун маларах,...

Хӗл Мучин çуралнă кунне уявласси ача-пăча хушшинче хăвăрт сарăлса пырать. Пӗлтӗр çак уяв кун Аксу поселокӗн Культура çурчӗн залӗ çурри ытла кăна тулчӗ пулсан, кăçал вара вырăн çитменнипе ура çинче тăракансем те пурччӗ. Пурте Хӗл Мучине сцена çинчен саламласшăн. Кам-тăр сăвăпа, кам-тăр юрăпа, теприсем ал ӗçпе...

Саламлама икӗ кун маларах, ноябрӗн 18-мӗшӗнче, ятарлă конкурсра çӗнтернӗ ачасене кăна ирӗк пачӗç. Конкурсра тăватă номинаци пулчӗ. Ӳкерчӗксемпе ал ӗçсен конкурсӗсем (фойере паллашма пулатчӗ) кăна мӗне тăраççӗ! Хӗл Мучи пурăнакан çурт, Çӗнӗ çулăн тӗп сăнарне, Хӗл Мучи валли эреш­лӗ çунасем, миçе тӗрлӗ елка çукчӗ-ши, кунтах шурă нускирен тунă, модульлӗ оригамипе пуçтарнă юр кӗлеткесем, тем те пурччӗ ку куравра. Юрă-сăвă номинацийӗсене хутшăнакансен те шучӗ нумай пулчӗ.
Уява Культура çурчӗн ӗçченӗсем вырсарникун, ноябрӗн 20-мӗшӗнче, ирттерес терӗç. Вăхăт çитсенех залра ларакансем хăйсене юмаха лекнӗнех туйрӗç пулмалла. Ачасен юмахри юратнă сăнарӗсем, çичӗ гномпа Белоснежка, çывăрса выртнă вăхăтра Асамçă килсе уява пăсасшăн пулчӗ. Унăн ӗçӗ тух­марӗ. Юмахри сăнарсем çам­рăк аудиторине темле те култарчӗç, темле те савăнтарчӗç. Белоснежкăпа гномсене конкурссенче çӗнтернӗ ачасем те питӗ пысăк пулăшу пачӗç. Çӗнтерекенсен хушшинче вара йышăннă вун икӗ вырăнтан сакăр вырăнне чăваш ачисем тивӗçни савăнтарать. Юрлакансен хушшинче Кивӗ Мăкшелпе Кивӗ Тимушкел хӗр ачисем Даша Наумовăпа Элина Тербукова, сăвă вулакансенчен Беловкăри Дима Бульбовпа Таркăн матур хӗр пӗрчийӗ Аделина Карпова, ӳкерчӗксен номинацийӗнче Кивӗ Мăкшел хӗрӗсем Анжелика Лимоновăпа Даша Наумова, ал ӗçсемшӗн вара Унтакшă ялӗнчен килнӗ Лариса Романовăпа Аксу поселокӗн чипер каччи Ваня Иванов тивӗçрӗç. Усал, хăрушă ахăлтатса кулакан Асамçă ачасем сцена çинчен хăйсен пултарулăхне кăтартнă вăхăтра майӗпен лăпланса, ырăланса пычӗ. Çакă йăлтах Хӗл Мучине кӗтсе илме хатӗрленнӗ хушăра пулса ирт­рӗ. Ни­камăн та тунсăхласа ларма вăхăт пулмарӗ.
Чи пӗлтерӗшли çак уявра тӗп сăнарпа, Хӗл Мучипе тӗл пулни пулчӗ. Хӗл Мучие ачасем алă çупса саламланисӗр пуçне Юр Пике, Кыш Бабайпа мăнукӗ Кар Кызы саламласа ăшă сăмахсем каларӗç. Хӗл Мучи те ачасене чун-чӗререн саламларӗ, ашшӗ-амăшне, вӗрентекенсене итлеме, ăслă, ырă пулма пехиллерӗ, Çӗнӗ çул уявӗнче тӗл пулма сывлăх сунчӗ. Конкурсра çӗнтерекенсене Хисеп хучӗсемпе парне сертификачӗсем парса чысларӗ. Çак ырă атмосферăра уяв тăрш­шӗпе ырăланнă Асамçă чăтса тăраймарӗ, куракансемпе сцена çинче вылякансене илемлӗ юрă парнелерӗ.
Питӗ те савăнăçлă, интереслӗ иртрӗ Аксу район ачисемшӗн Хӗл Мучин çуралнă кунӗ. Ачасем кăна мар, ашшӗ-амăшӗсем те питӗ кăмăллă пулчӗç уявпа. Аксу район Культура çурчӗн ӗçченӗсене, Культура çурчӗн пуçлăхӗн çумне Наталья Егоровăна (гном), хуть те мӗнле рольсене те килӗшӳллӗ выляма пултаракан Надежда Мишинăпа Ирина Салахова методистсене (гномсем), Асамçă рольне вылянă Тимур Крайнова, айккинче хăйӗн артисчӗсемшӗн чунтан пăшăрханса тăракан Культура çурчӗн пуçлăхне Ольга Владимировна Копаневăна, ытти рольсене вылякан шкул ачисене куракансем тем вăхăт алă çупса тав турӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев