Картана тăрар-и, вăйă пуçлар-и?
Сабантуй ялавне çӗкленӗ, республика гимнӗ янранă, Аксури 1№ лицейра вӗренекенсем ташланă хыççăн Уяв пуçланчӗ. Ăна Çырчаллинчи чăвашсен «Чӗкеç» ансамблӗ пуçларӗ. Майдана шурă-хӗрлӗ капăр тумсем тăхăннă чăвашсем ярăнса тухрӗç, урăхла калама çук. Тухрӗç те мероприятин атмосферине çийӗнчех темле асамлăхпа тултарчӗç. Эх, пуçланчӗ Уяв! Аксу районӗнчи чăваш ялӗсенчи ансамбльсем «чӗкеçсемпе» пӗрле майдана...
Сабантуй ялавне çӗкленӗ, республика гимнӗ янранă, Аксури 1№ лицейра вӗренекенсем ташланă хыççăн Уяв пуçланчӗ. Ăна Çырчаллинчи чăвашсен «Чӗкеç» ансамблӗ пуçларӗ. Майдана шурă-хӗрлӗ капăр тумсем тăхăннă чăвашсем ярăнса тухрӗç, урăхла калама çук. Тухрӗç те мероприятин атмосферине çийӗнчех темле асамлăхпа тултарчӗç. Эх, пуçланчӗ Уяв! Аксу районӗнчи чăваш ялӗсенчи ансамбльсем «чӗкеçсемпе» пӗрле майдана тухса карталанса тăчӗç. Чăваш юрринчи аваллăх вăйӗ курса ларакансене те хăвăртрах Уяв картине кӗме хистерӗ. Чӗкеçсем Шупашкарти профессилле ансамбльсенчен пӗрре те кая мар театрализациленӗ постановка хатӗрленӗ. Хисеплӗ хăнасем те чăтса тăраймарӗç, халăхпа пӗрле картана тăчӗç.
Официаллă пайра пуçланнă çумăр та чăвашсене курсах çума чарăнчӗ тейӗн, пӗлӗтсем хушшинчен сар хӗвел курăнчӗ. Тӗлӗнмелле те, çумăр вăхăтӗнче те пуçтарăннă халăх пăрахса каймарӗ, пӗрле илнӗ зонтикӗсене туртса кăларчӗç. Апла çакăн пек мероприятисем ахаль иртмеççӗ, вӗсем халăха кирлӗ, пӗлтерӗшлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев