Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Саврăшпуçӗнчи Максимовсем виçӗ хваттерлӗ пулчӗç

(Л.Жаренова, автор сăнӳкерчӗкӗ).Çакăн пек пысăк савăнăç пулчӗ паян Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче пурăнакан Галинăпа Федор Максимовсен çемйинче. Нумай ачаллă çемьесемпе тăлăхсене Аксу район центрӗнче çӗнӗ хваттерсен уççисене пачӗç. Калас пулать, Максимовсемсӗр пуçне районти пиллӗк е ытларах ачаллă тепӗр виçӗ çемьене патшалăх харăсах икшер, виçшер хваттер уйăрнă. Галинăпа Федор Максимовсен çемйи...

(Л.Жаренова, автор сăнӳкерчӗкӗ).Çакăн пек пысăк савăнăç пулчӗ паян Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче пурăнакан Галинăпа Федор Максимовсен çемйинче. Нумай ачаллă çемьесемпе тăлăхсене Аксу район центрӗнче çӗнӗ хваттерсен уççисене пачӗç. Калас пулать, Максимовсемсӗр пуçне районти пиллӗк е ытларах ачаллă тепӗр виçӗ çемьене патшалăх харăсах икшер, виçшер хваттер уйăрнă.

Галинăпа Федор Максимовсен çемйи таврара тӗслӗхре. Галина кӳршӗллӗ Савгачево шкулӗнче 30 çул ӗнтӗ ачасене чăваш чӗлхипе литературине вӗрентет. Федор та ылтăн алăллă сварщик, тракторист. Вӗсем тăватă хӗрпе виçӗ ывăл çуратнă. Аслă хӗрӗ Надежда 28 çулта кăна пулсан та, пысăк çитӗнӳ тума ӗлкӗрнӗ, вăл Хусанти Экономика, управленипе право институчӗн Çырчаллинчи филиалӗн директорӗнче тăрăшать, ывăлӗсенчен асли - Дима хальхи вăхăтра салтакра, кӗçӗннисем тăваттăшӗ шкулта вӗренеççӗ-ха.

Максимовсем каланă тăрăх, икшер пӳлӗмлӗ тепӗр икӗ хваттерпе мӗн тăвассине шутламан-ха вӗсем, мӗншӗн тесен урăх пысăк ӗçсем нумай: ялти çуртран япалисене куçармалла, ачисене Аксу шкулӗсене вырнаçтармалла, хăйсем те ӗç вырăнӗ шырамалла. Ӗç тенӗрен, шкулта 30 çул ачасене вӗрентнӗ педагогпа Савгачево шкулӗ хальлӗхе уйрăласшăн мар-мӗн.

Сăмах май, федераллă программăпа кăçал Тутарстанри нумай ачаллă 50 çемьене çакăн пек парне кӗтет.

Нумай ачаллă çемьесенни пекех паян Аксу районӗнчи тăхăр тăлăхăн та пысăк савăнăç. Вӗсене те çӗнӗ хваттер пачӗç-çке. Тăлăхсемшӗн ку тата пӗлтерӗшлӗрех, вӗсен халӗ хăйсен кӗтесӗ пур, ку вара укçаран та хаклăрах.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев