Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Уяв тухйине Беловка хӗрӗ тăхăнчӗ

Тӗп сцена çинче фольклор ансамблӗсен, вокалистсен концерчӗ пуçланнă вăхăтра Уяв сцени çинче чăваш хӗрӗсем «Уяв пики» конкурс пуçланасса кӗтрӗç. Майданра вара Сабантуй вăййисемпе ăмăртăвӗсем хӗрсе пычӗç. Çапла матур каччăсем вăй виçнӗ вăхăтра чăваш пикисем илемӗпе пултарулăхне кăтартма хатӗрленчӗç. «Чăваш пики» конкурс дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина йӗркеленӗ команда кунта та лайăх...

Тӗп сцена çинче фольклор ансамблӗсен, вокалистсен концерчӗ пуçланнă вăхăтра Уяв сцени çинче чăваш хӗрӗсем «Уяв пики» конкурс пуçланасса кӗтрӗç. Майданра вара Сабантуй вăййисемпе ăмăртăвӗсем хӗрсе пычӗç. Çапла матур каччăсем вăй виçнӗ вăхăтра чăваш пикисем илемӗпе пултарулăхне кăтартма хатӗрленчӗç. «Чăваш пики» конкурс дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина йӗркеленӗ команда кунта та лайăх ӗçлерӗ. ЧНКА çумӗнчи «Аталан» çамрăксен ушкăнӗн хӗрӗсене тав тăвас килет. Конкурсран конкурса вӗсем опытлăрах пулса пыни савăнтарать, аслисене улăштарма лайăх кадрсем ӳсеççӗ. «Уяв пики» конкурса Аксу районӗнчи 9 ял хăйсен хӗрӗсене хатӗрлесе янă, çавсем хушшинче Наталья Харитонова (Сергеевка поселокӗ), Арина Павлова (Кивӗ Ӳсел), Карина Алексеева (Кивӗ Саврăш), Ангелина Кузнецова (Кивӗ Илтрекьел), Алена Бульбова (Беловка), Альбина Никифорова (Савгачево), Светлана Козлова (Кивӗ Тимушкел), Татьяна Филиппова (Кӗçӗн Сӗнчел), Юлия Еремеева (Чăваш Енрусьел) пулчӗç. Пӗр конкурсантка Çырчаллинченех килнӗ - Василина Романова. Юрласа та ташласа, чăваш апат-çимӗçне пӗçерес пултарулăха кăтартса тупăшрӗç «Уяв пики» чыслă ята илмешкӗн. Тӗрӗссипе, кашни çак ята тивӗçлӗ. Пуçтарăннă халăхăн чăтăмлăхне тепӗр хут тӗрӗслес тенӗ евӗр конкурс пуçланнипе пӗрле çумăр пысăкрах вăйпа çума пуçласан та хӗрсем сцена çинчен каймарӗç. Сив çил вӗрчӗ, çумăр витререн тăкнă пек юхрӗ, вӗсем вара ним пулман пек сцена çинче тăчӗç. Ак мӗнлерех вăл чăваш хӗрӗн чăтăмлăхӗ, çирӗплӗхӗ. Телее, çумăр часах чарăнчӗ те урăх уяв вӗçленмесӗр те тарăхтармарӗ.

Жюри йышӗнче ЧР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, чăваш наци тумӗсемпе капăрлăхӗсен тата сувенир мастерӗ, художник Зинаида Воронова пулни конкурс шайне ӳстерчӗ. Çак ӗçе унпа пӗрле «Чăваш пики» конкурс ертӳçи Сильвия Чаркина, Елена Григорьева, «Раççей Чăваш пики - 2016» Ксения Романова, «Чăваш пики - 2016» конкурсăн гран-прине тивӗçнӗ Марина Кудряшова пурнăçларӗç. Яланхи пек çӗнтерӳçӗсене палăртма çăмăл марччӗ. Çапах суйлав тумаллах. «Аксу маттур пики» ята Альбина Никифорова, «Аксу сарпики» пулма Ангелина Кузнецова тивӗçрӗç. «Уяв пики - 2017» титула вара Алена Бульбова çӗнсе илчӗ.

Сергеевка ялӗнче çуралса ӳснӗ юлташăмăр, ӗçтешӗмӗр Вера Юнусова Аксури Уява пуринчен ытларах хумханса кӗтнине пӗлетӗп. Йӗркелӳ комитетне кӗнӗскер нумай вăй хунине те. «Уяв пики» конкурса хутшăнакансене парнесем йăлтах вăл хатӗрленӗ, çав шутра иккӗмӗшпе виççӗмӗш вырăнсене тивӗçнисене те. Тӗп парне - тухья район пуçлăхӗ Камиль Гилманов ятӗнчен пулчӗ.

- Конкурс Уяв илемӗ пулчӗ. Ăна йӗркелекенсене тата пултаруллă хӗрсем çуратса ӳстернӗ ашшӗ-амăшӗсене пысăк тав, - терӗ Камиль Камалович.

«Уяв пики» конкурс вӗçленчӗ, анчах сцена пушă тăмарӗ. Куракансен умне Аксури тутар тата чăваш юрăçисем тухрӗç, вӗсенчен нумайăшне тахçантанпа паллатпăр. «Чăваш шăпчăкӗ» конкурс çӗнтерӳçисене те итлесе савăнтăмăр. Концерт куракансем хушшинче ытларах хӗрарăмсем курăнчӗç, арçынсемпе çамрăксем вара «Кӗрешӳ » ăмăртăвне куç илмесӗр сăнарӗç. Ăмăрту çӗнтерӳçисем пурте район администрацийӗнчен чаплă парнесене тивӗçрӗç. Çапла вӗçленчӗ Аксу районӗнчи Сабантуйпа Уяв. Çакăнта Тутарстанăн чи вăйлă енӗсенчен пӗрне - халăхсен, конфессисен туслăхне, ăнланăвне тепӗр хут курса ӗнентӗмӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев