Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

Апачĕ тутлă пултăр!

Хăяра маринадланă чух пӗр пек виçеллисене, пит ӳссе кайманнисене суйласа илме тăрăшатпăр. Шултра ӳснисемпе мӗн тумалла? Пăрахма шел, салат тунă чух вакраххипе усă курма тăрăшатпăр. Шултрине те ӗçе кӗртме пулать иккен.

Шултра хăярсене лайăх çумалла та пӗчӗк мар çаврашкасем çине тураса пысăк кастрюль е таз çине хумалла. Пресс витӗр кăларнă ыхра, ытти ингредиентсене хушса хутăштармалла — 3 сехет лартмалла. Хушăран пăтраштаркаласа илмелле. Унтан хăяра уйрăлса тухнă сӗткенӗпе пӗрлех вак банкăсене тултармалла, 10 минут стерилизацилемелле. Металл хупкăçпа хупламалла та сивӗнсен сулхăн çӗрте упрамалла. 

4 кг шултра хăяр, 5-6 шăл ыхра, 1 стакан тип çу, 1 стакан 9 процентлă уксус, 1 стакан сахăр песокӗ, 3 кашăк тăвар, 1 чей кашăкӗ вӗтетнӗ хура пăрăç, 1 кашăк типӗтнӗ техӗмлӗ курăк («прованские травы» евӗрли) кирлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты