Сосиска – пулăран
Пирӗн меню: пулăран сосиска тата яшка фрикаделькăпа.
Шăммисемпе тирӗнчен тасатнă пулла, сӗтре çемӗçтернӗ çăкăра тата сухана мясорубка витӗр кăлармалла. Пăрăç, тăвар тата çăмарта хушса лайăх хутăштармалла та сосискăсем тумалла. Кашнинех çăнăх çинче йăвалантармалла, лăканă çăмарта ăшне чиксе кăлармалла, унтан сухари çинче йăвалантармалла. Сосискăсене тип çу çинче ăшаламалла.
500 г шăммипе тирӗсенчен тасатнă пулă, 3 кашăк сӗт, 2 çăмарта, 1 чӗлӗ çăкăр, 1 пуç сухан, 2 кашăк çăнăх, вӗтетнӗ сухари, 1 кашăк услам çу, пăрăç тата тăвар кирлӗ.
Яшка фрикаделькăпа
Фаршсене хутăштармалла, çăмарта, çăнăх, ăшаланă сухан, тăвар тата пăрăç хушмалла, фрикаделькăсем тумалла. Мультиваркăн чашкин тӗпне кăшт тип çу ямалла, пӗр сий фрикаделькăсем хумалла, шыв хушмалла та «Яшка» режим çине 30 минутлăха лартмалла. Çӗрулмипе кишӗре турамалла, брокколине пайсем çине уйăрмалла. Пахча çимӗçсене мультиваркăна ямалла, симӗс пăрçа, тăвар тата пăрăç хушмалла та «Яшка» режим çинче тата 30 минут пӗçермелле.
200 г сысна ашӗнчен тунă фарш, 100 г ӗне ашӗнчен тунă фарш, 1 çăмарта, 2 кашăк çăнăх, 1 пуç сухан, 1 кишӗр, 3 çӗрулми, 100 г консервăланă симӗс пăрçа, 300 г брокколи, тăвар, пăрăç, 2 кашăк тип çу кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев