Запеканка
Тăпăрча ала витӗр пусса кăлармалла. Панулмие вӗтӗ шăтăклă теркăпа хырмалла, лимон сӗткенӗпе пӗрӗхмелле.
Çăмарта шуррипе саррине уйăрмалла. Шурри çине кăшт тăвар хушса шураличчен лăкамалла. Тăпăрча манна кӗрпипе, панулмипе, çăмарта саррипе, сахăр песокӗпе тата ванилинпа хутăштармалла, унтан асăрхануллăн çăмарта шуррине хушмалла. Запеканка пӗçермелли савăта сӗрмелле, çăнăх сапмалла (ытлашшине тăкмалла). Тăпăрч хутăшне форма çине ямалла та тикӗслемелле. Духовкăра (180 градус) 30-35 минут пӗçермелле.
200 г тăпăрч, 1-2 кашăк манна кӗрпи, 1 çăмарта, 1 панулми, 1 чей кашăкӗ лимон сӗткенӗ, 1 кашăк сахăр песокӗ, кăштах ванилин, 1 чей кашăкӗ услам çу, çур кашăк çăнăх кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев