Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Эрнелӗх гороскоп 29.05 – 04.06

ТАКА 21.III - 20.IV Арлă-арăмлисемшӗн хутшăнусене йӗркелесси, шанчăклăх, яваплăх илме пултарни малти вырăнта пулӗ. Пӗчченнисен вара хăйсенчен кăшт аслăрах çынпа паллашма шанчăк пур, хăшӗсем авланма е качча кайма шутлӗç. Хут ӗçӗсем, çулçӳревсем ăнаççӗ. Элексене ан шанăр, канмалли кун интереслӗ çынпа тӗл пулатăр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Яваплăх илме хăюлăх çитерсен...

ТАКА 21.III - 20.IV

Арлă-арăмлисемшӗн хутшăнусене йӗркелесси, шанчăклăх, яваплăх илме пултарни малти вырăнта пулӗ. Пӗчченнисен вара хăйсенчен кăшт аслăрах çынпа паллашма шанчăк пур, хăшӗсем авланма е качча кайма шутлӗç. Хут ӗçӗсем, çулçӳревсем ăнаççӗ. Элексене ан шанăр, канмалли кун интереслӗ çынпа тӗл пулатăр.

 

ВĂКĂР 21.IV - 20.V

Яваплăх илме хăюлăх çитерсен ӗçре çитӗнӳсем пулӗç. Хуçалăхра кирлӗ япала туянма лайăх вăхăт. Укçа-тенкӗ ыйтăвӗсене татса паратăр, анчах ку темăпа юлташсемпе ан калаçăр, ăнланмӗç. Малашнехи плансем тума та аван тапхăр.

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI

Ку эрнере эсир пысăк хăюлăхпа палăрса тăратăр. Юратуллă хутшăнусен çирӗплӗхне хаклама пуç­латăр, мăшăрсен туйăмӗсем те вăйланаççӗ. Ачасене пурнăçри тӗп правилăсене лăпкăн ăнлантарма пултаратăр. Канмаллисене юлташсемпе ирттерни кăмăлăра çӗклӗ.

 

РАК 22.VI - 22.VII

Ку эрнере кил-çурта хăтлăх кӗртмелле. Пуçарнă юсав ӗçӗсем ăнса пыраççӗ. Çемьере кам мӗншӗн явап­лă пулнине татса пама ырă вăхăт. Аслисене тимлӗх уйăрма ан манăр. Харпăр комплекссемпе кӗрешмелли тапхăр. Закона пăсасран асăрханăр, канмаллисенче тӗллевӗре интереслӗ майпа пурнăçлатăр.

 

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII

Тунтикунран пуçласа кӗçнерникунч­чен вăхăта юлташсемпе хаваслă ирттеретӗр. Хăвăрпа пӗр шухăшлисемпе канашласа чылай ыйтусене татса паратăр. Малашлăха плансем туса хумашкăн ырă вăхăт. Тӗплӗ те ăслă-тăнлă пулни интереслӗ çынсене илӗртӗ. Аманасран асăрханăр.

 

ХӖР 24.VIII - 23. IX

Тӗллевлисемшӗн тухăçлă эрне, си­ре ытларах хисеплеме пуçлаççӗ. Хăшӗсене должноçпа ӳстерӗç, власть ӳсет. Укçа-тенкӗпе пулăшакансем пулӗç. Эрнекун мăшăрпа е ӗçтешсемпе проблемăсене сӳтсе явмалла мар, ăнлану пулмӗ. Улталама пултараççӗ. Лартнă тӗллеве пурнăçлама хăюллă пулмалла.

 

ТАРАСА 24.IX - 23.X

Ку эрнере пӗлӳ шайне ӳстермелле, тӗнпе, философипе интересленни усă кӳрӗ. Инçете çулçӳревсем ăнаççӗ. Пурнăçра нумай ыррине вӗрентекен интереслӗ çынпа паллашатăр. Кăткăс кун - эрнекун. Çак вăхăта кирлӗ ӗçсене плана ан кӗртӗр. Канмаллисенче мăшăрпа хутшăнусем лайăхланаççӗ.

 

СКОРПИОН 24.X - 22.XI

Çак тапхăрта çынсенчен кăшт аяк­карах пулма тăрăшмалла. Тӗпчев­сем тума, кăткăс ыйтусемпе ӗçлеме кăмăллакансен ӗçӗсем ăнаççӗ. Сисӗмлӗх, çынсен мотивӗсене ăнланас пултарулăх ӳсет. Эрне вӗçӗнче юрату енӗпе ăнланманлăхсем пулӗç. Сывлăха çирӗплетесси пирки шутлăр.

 

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII

Ку эрнере мăшăрпа хутшăнусене йӗркелесси çинчен шутламалла. Пӗрлехи плансем, ӗмӗтсем мăшăрланăва çирӗплетӗç, çемье юлташӗн канашӗсем те усăллă пулӗç. Куçман пурлăхпа çыхăннă ыйтусене хальлӗхе ан çӗклӗр. Мăшăрăр тăванӗсемпе хирӗçесрен асăрханăр.

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I

Сывлăх пӗрремӗш вырăнта пулмалла, шала кайнă чирсенчен сип­ленме пултаратăр. Ӗçсене тирпее кӗртмелле, вăй-хал пурри кăткăс ыйтусене те кӗске вăхăтрах татса пама пулăшӗ. Эрнекун кăна çынсемпе тавлашусем пулма пултараççӗ, пӗр-пӗрне ăнланманнипе.

 

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II

Ку эрнере пуçланнă романтикăлла çыхăнусем çăмăлттай пулмӗç, хăшӗсем мăшăрланасси пирки те шутлӗç. Спортпа аппаланакансем пысăк çитӗнӳсем тăвӗç. Творчествăлла ӗçсем те ăнаççӗ. Имиджа улăштарни усса кайӗ. Азартлă вăйăсенчен асăрханăр, укçăра çухатма пултаратăр.

 

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III

Çак тапхăрта кил-çурт ӗçӗсемпе нумай аппаланма тивӗ, уйрăмах пахча е сад пуррисен. Çемьери хутшăнусене лайăхлатмашкăн ырă вăхăт. Ашшӗ-амăшӗсемпе тавлашнисем килӗштерме майне тупӗç. Эрнекун çивӗч калаçусенчен пăрăнма тăрăшăр, пӗр-пӗрне ăнланма йывăр пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев