Хусанкайăн тăван ялĕнче
Май уйăхĕн 19-мĕшĕнче эпир Петĕр Хусанкайăн тăван ялне, Элкел районĕнчи Сиктĕрме-Хузангаево ялне, кайса куртăмăр.Кунта вăл кун Тутарстанри ЧНКА ирттерекен «Аталан» ятлă шкул ачисен вĕренÿ форумĕ пулчĕ.Çулĕ инçе пулчĕ, 5 сехетрен аран çитрĕмĕр. Пире çитсенех ирхи апат çитерчĕç. Форума хутшăнакансем валли хатĕрленĕ футболкăсем тăхăнтарчĕç, значоксем çакрĕç. Вара ачасене ушкăнсем çине уйăрчĕç....
Май уйăхĕн 19-мĕшĕнче эпир Петĕр Хусанкайăн тăван ялне, Элкел районĕнчи Сиктĕрме-Хузангаево ялне, кайса куртăмăр.Кунта вăл кун Тутарстанри ЧНКА ирттерекен «Аталан» ятлă шкул ачисен вĕренÿ форумĕ пулчĕ.Çулĕ инçе пулчĕ, 5 сехетрен аран çитрĕмĕр. Пире çитсенех ирхи апат çитерчĕç. Форума хутшăнакансем валли хатĕрленĕ футболкăсем тăхăнтарчĕç, значоксем çакрĕç. Вара ачасене ушкăнсем çине уйăрчĕç. Пирĕн ушкăн «Хĕвел» ятлăччĕ.Эпир пĕр-пĕринпе, кураторсемпе паллашрăмăр. Малтан пире Петĕр Хусанкай музейне ертсе кайрĕç.Унта пире музей экспоначĕсемпе паллаштарнисĕр пуçне тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Эпĕ чылай ыйтусем çине хуравсем патăм та мана парне те тивĕçрĕ. Кун хыççăн тĕрлĕ вăйăсем вылярăмăр,тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрăмăр. Кашни тĕрĕс хуравшăн пире çулçăсем парса пычĕç, хăш ушкăнăн çулçи нумай, çав ушкăн çĕнтерекен пулчĕ.Унтан пире пурсăмăра та «Пирĕн ялта мĕскер çитмест?» ятлă эссе çыртарчĕç. «Аталан» форум хупăннă тĕле ташă вĕрентрĕç. Кăнтăрлахи апат хыççăн кашни ушкăнăн ташшине пăхрăмăр, пире пурне те сертификатсем пачĕç. Мана форумра хутшăнни питĕ килĕшрĕ, мĕншĕн тесен эпĕ çĕнĕ юлташсем тупрăм, Петĕр Хусанкай çинчен нумайрах пĕлекен тата парнеллĕ те пултăм.Эпĕ çак çулçÿреве нумайччен асра тытăп.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев