Март тăршшӗпех йӳнӗ хакпа
Пурнăç пӗр вырăнта тăмасть. Раççей Почти каллех хаксене ӳстересси çинчен пӗлтерет. Çитес çур çула хаçат çырăнтарас хаксем татах хăпарасси паллă пулчӗ. «Сувара» килӗнче алла тытса вулас текенсем ăна илсе тăрас тесен 555 тенкӗ кăларса хурӗç. Çапах та çăмăллăхсем те пур. Вӗсемпе усă курса сӗнетпӗр эпир хамăрăн яланхи вулакансене. мартăн 1-мӗшӗнчен...
Пурнăç пӗр вырăнта тăмасть. Раççей Почти каллех хаксене ӳстересси çинчен пӗлтерет. Çитес çур çула хаçат çырăнтарас хаксем татах хăпарасси паллă пулчӗ. «Сувара» килӗнче алла тытса вулас текенсем ăна илсе тăрас тесен 555 тенкӗ кăларса хурӗç. Çапах та çăмăллăхсем те пур. Вӗсемпе усă курса сӗнетпӗр эпир хамăрăн яланхи вулакансене. мартăн 1-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 1-мӗшӗччен «Сувар» хаçата Тутарстанри почта уйрăмӗсенче (Индекс П2340) кивӗ хакпа - 463 тенкӗпе çырăнтарӗç. Çак вăхăтпа эсир те усă курма пултаратăр. Тата хăвăрăн ялăрти тăванăрсене парне туса çырăнтарма пултаратăр. Пӗлтӗр Тутарстанри хаçат-журналсем йӗркеленӗ «Подпиши родителей, подпиши близких» акцие хутшăнса çӗршер çын «Сувар» çырăнчӗ. Пуринчен те нумайрах Шупашкарта. Тутарстан тулашӗнче МАП (Международное агентство подписки) каталогне кӗнӗ «Сувар» хаçата 79273 индекспа çырăнтараççӗ. Çакна интернет урлă та тума пулать. Кăçал та çӗнӗ вулакансен шучӗ чакмасса шанатпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев