Вăрă вăрăран хăрать
Кӗркунне. Тыр-пул пуçтарнă вăхăт. Пӗр ана çинче механизаторсем хӗвел çаврăнăш выраççӗ. Кăнтăрла çитсен вӗсем столовăйне апатланма каяççӗ. Никам та çуккипе усă курса кӗтӳçӗ ачисене валли кăштах хӗвел çаврăнăш вăрлама шутлать. Комбайн бункерӗнче хӗвел çаврăнăшӗ çурри таран та çук иккен. Пӗшкӗнсе ларать те тултарма пуçлать. Унччен те пулмасть, темле сас илтӗнсе...
Кӗркунне. Тыр-пул пуçтарнă вăхăт. Пӗр ана çинче механизаторсем хӗвел çаврăнăш выраççӗ. Кăнтăрла çитсен вӗсем столовăйне апатланма каяççӗ. Никам та çуккипе усă курса кӗтӳçӗ ачисене валли кăштах хӗвел çаврăнăш вăрлама шутлать. Комбайн бункерӗнче хӗвел çаврăнăшӗ çурри таран та çук иккен. Пӗшкӗнсе ларать те тултарма пуçлать. Унччен те пулмасть, темле сас илтӗнсе каять: такам хăпарать иккен. Акă ун аллисем бункер хӗррисене ярса тытрӗç. «Часах кунта сиксе кӗрет, лекрӗм», - шутлать бункер ăшӗнче ларакан кӗтӳçӗ. Ним тăвайман енне вăл иккӗмӗш вăрра аллисенчен кап! ярса тытать. Бункер тулашӗнчи сехри хăпнипе каялла кайса ларать, ним те калаймасть. Кӗтӳçӗ пуçне пăхать те хăранипе хăй те бункер ăшне кайса ӳкет. Çăварне шывран кăларса пăрахнă пулă пек кăп-кап! уçса хупакан арçын колхоз инженерӗ пулнă иккен.
- Вӗлерен вӗт, - тет аран сывлăш çавăрса илнӗ инженер кӗтӳçе.
- Вара иксӗмӗр «китайский» текен виçӗ пысăк михӗ хӗвел çаврăнăш тултартăмăр, - вӗçлерӗ кӗтӳçӗ хăйӗн калавне.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев