02 хыпарлать
Каччă ача садне мӗншӗн çӗçӗпе кӗнӗ? Май уйăхӗн 26-мӗшӗнче Хусанти ача сачӗсенчен пӗрин картишӗнче наркотикпа анраса çӗçӗпе çӳрекен 18-ти качча тытса кайнă. Хăйне ăнланмалла мар тыткалани чăн малтан ашшӗ-амăшӗн тимлӗхне лекнӗ иккен. Шăп вӗсем çӗççине туртса илсе полицие тыттарса янă та ăна.
Арăмӗпе ачи мӗнпе юрайман?
Май уйăхӗн 24-мӗшӗнче Хусанта ачин çуралнă кунне паллă тунă чух упăшки (турккă çынни пулнă) арăмне çӗçӗпе чиксе вӗлернӗ, унтан 3-ри ывăлне амантнă. Ку преступленишӗн мӗн кӗтнине ăнланса-ши каярах 5-мӗш хутран сикессипе хăратса чӳрече хӗрринче 4 сехет ытла тăнă вăл. Айăплăскер, закон умӗнче явап тытасси те паллă, ачине хăй ӳстересси кăна иккӗленӳллӗ.
Шкулта 8-мӗш класс ачине хӗненӗ
Следстви комитечӗ çак кунсенче Çӳлту районӗнче пулнă преступлени енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă. Пӗр шкулта 8-мӗш класс ачине хăйпе пӗр класра вӗренекен арçын ача шкултах хытă хӗненӗ. Суранланса пӗтнӗскере больницăнах ăсатма тивнӗ. Кун çинчен хыпар социаллă сетьсенче сарăлнă малтан. Ашшӗ-амăшӗсене вӗрентекенсем ачасен хушшинчи конфликта сирес тесе нимӗн те туманни тарăхтарать. Хальхи вăхăтра следовательсем пулса иртнин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев