Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

02 хыпарлать

Хусанта икӗ çамрăк каччă хитре селфи тăвас шутпа «Манхэттен» пурăнмалли комплексри чи çӳллӗ çуртăн тăррине хăпарнă. Соцсетьсене лартнă сăнӳкерчӗксемпе видеосенче вӗсем çӳлте нимӗнле страховка хатӗрӗсемсӗрех тăраççӗ. Телее, хальхинче ним хăрушши те пулман, çапах та кун пек çăмăлттайлăх ырри патне çитермест.

Ӗмӗрлӗх çулăм ахаль вут мар та çав

Çак кунсенче Хусанти Урицкий ячӗллӗ паркра пӗр хӗрарăм ӗмӗрхи çулăмпа пирус тивертнине иртен-çӳренсем телефон çине ӳкерсе социаллă сетьсене лартнă. Видео Раççей Следстви комитечӗн ертӳçи Александр Бастрыкин тимлӗхне те лекнӗ, астăвăма хисеплемен хӗрарăм енӗпе уголовнăй ӗç пуçарма хушнă вăл. 

Çумрах çын çунни ним те мар-ши?

Ку хăрушă инкек çак кунсенче Çырчаллинчи 47-мӗш комплексра пулнине пӗлтерет tatarstan24.tv сайт. Сак çинче ларакан икӗ арçынран пӗрин тумне сасартăк вут тивсе кайнă, çăварӗнчи пирусӗ ӳкнӗ-ши – паллă мар. Çакна курнă пӗлӗшӗ пулăшас вырăнне ним пулман пек вырăнтан тăрса кайнă. Вута иртен-çӳренсем сӳнтерсе ӗлкӗрнӗ пулин те хытă пиçнӗ арçынна больницăна, реанимациех леçме тивнӗ. Тухтăрсем каланă тăрăх, халӗсем унăн йывăр. 

15-ри хӗрача наркотик салатнă

Анат Камăра полици аллине 15-ри тата 19-ти хӗрсем çакланнă. Корабельная урамӗнчи вăрттăн вырăна 0,73 грамм клефедрон хунă чухне вӗсене алăранах ярса тытнă. Кунсăр пуçне пӗр хӗрӗн хваттерӗнче тата 5 тӗрке (пӗтӗмпе 5,05 грамм) наркотик тупнă, вăрттăн вырăнсене хурса тухма хатӗрленӗ вӗсене. Ку хӗрсен Анат Кама хулинче пурӗ 10 вăрттăн вырăнӗ пулнă.

Вутпа асăрханман

Августăн 23-мӗшӗнче Пӗкӗлме хулнинчи 64-ри хӗрарăмпа арçыншăн тимсӗрлӗх хăрушă трагедипе вӗçленнӗ. Нумай хваттерлӗ çуртри пушартан сӗрӗм тивнипе тухса ӗлкӗреймен вӗсем. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, инкекӗн сăлтавӗ – вутпа асăрханманни.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: полиция #Безопасность