1 миллион та 480 пин тонна сахăр чӗкӗнтӗрне ăсатмалли юлнă
Тутарстанра кӗрхи ӗçсем вӗçленсе пыраççӗ тата 77 пин гектартан, вӗсенчен 55 пинӗ хӗвелçаврăнăш, пухса илмелле. Кун çинчен ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров ларура каланине хыпарлать ведомствăн пресс-служби.
Министр сăмахӗ тăрăх, хальлӗхе 475 пин тонна çу культурисене пухса кӗртнӗ. Хӗвелçаврăнăшăн пӗр гектара тивекен вăтам тухăç кăçал – 20 центнер.
Унсăр пуçне тата 18,4 пин гектартан вăрлăх валли кукуруза пухса илмелле. Хальлӗхе ку культурăна 262 пин тонна пухса кӗртнӗ, пӗр гектара тивекен вăтам тухăç 69 центнер.
Сахăр чӗкӗнтӗрне вара йăлтах кăларса пӗтернӗ, халӗ ӗнтӗ тымарçимӗçе купаран сахăр завочӗсене ăсатмалли кăна юлнă. Кăçал пӗтӗмпе 2,6 миллион тонна кăларнă (пӗр гектара тивекен вăтам тухăç 486 центнер). Вӗсенчен 1 миллион та 134 пин тонни сахăр завочӗсене çитнӗ тата 1 миллион та 480 пин тоннине ăсатмалли юлнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев