Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

1-мӗш класа каякансенчен заявлени йышăнас иккӗмӗш тапхăр пуçланнă

Тутарстан шкулӗсенче июлӗн 6-мӗшӗнче 1-мӗш класа каякан ачасенчен заявлени йышăнас иккӗмӗш тапхăр пуçланнă, тесе пӗлтерет ТР Вӗрентӳпе наука министерстви. Вăл сентябрӗн 5-мӗшӗччен тăсăлӗ.

Иккӗмӗш тапхăрта, тӗпрен илсен, пропискăпа пурăннă çӗрте мар, хăйсен хăш шкула каяс килет, çавăнта вӗренес текенсенчен заявлени йышăнаççӗ. Кун пек чухне шкулсем ачасене вырăн пулсан вӗренме илеççӗ.

Пӗрремӗш тапхăрти заявленисене пăхса тухнă хыççăн юлнă вырăнсем пирки шкулсен июлӗн 5-мӗшӗччен информаци пичетлемелле пулнă.

Заявление хуть хăш шкула çырса пама юрать. 1-мӗш класа ачасене 6 çул çурăран кӗçӗн мар, 8 çултан аслă мар ачасене илеççӗ.  

Ачана вӗренме илни е илменни пирки уведомлени заявленисене йышăнса пӗтернӗ хыççăн виçӗ кун хушшинче паллă пулма тивӗç. Уведомлени Госуслуги порталти харпăр кабинета тата заявлени çырнă чух палăртнă почта е электронлă адреспа килет.

Аса илтеретпӗр, ачана шкула вӗренмешкӗн йышăнма ыйтса çырнă заявление Госуслуги урлă, Раççей Почти урлă çырупа ярса е шкула кайса пама пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев